«Çĕнтерÿрен Çĕнтерÿ патне»

Категория: В РЕСПУБЛИКЕ Опубликовано: 30.01.2026, 14:31 Просмотров: 26

Ятарлă çар операцине хутшăнакансене хавхалантарас тĕллевпе республикăри «Радуга» культурăпа выставка центрĕнче çакăн пек арт-проект пуçарса янă. СВОри салтаксене чĕререн тухакан ăшă сăмахсем тата ырă сĕнÿсем çырнă футболкăсем ярса пама йышăннă. Унта Шупашкарпа Çĕнĕ Шупашкарти, çавăн пекех республикăри 16 муниципаллă округри 54 шкулта вĕренекенсем, педагогсем хутшăнĕç.

«Çĕнтерÿрен Çĕнтерÿ патне» проекта пурнăçлама Президент гранчĕсен фончĕпе Чăваш Ен Экономика министерстви пулăшаççĕ. Унăн тĕп тĕллевĕ - çитĕнекен ăрăва Çĕршыв Хÿтĕлевçин чăн-чăн сăнарĕпе паллаштарасси, хамăр халăхăн паттăрлăхĕпе çыхăннă тĕслĕхсем урлă ăрусен çыхăнăвне çирĕплетесси.

Проект темиçе пайран тăрать. Малтан шкулта вĕренекенсене интерактивлă экскурсире Вырăс музейĕпе паллаштараççĕ. Арçын ачасемпе хĕрачасене чаплă çар пуçĕсем ?Александр Невскирен пуçласа Михаил Кутузов таран% çинчен каласа параççĕ, тĕрлĕ вăхăтри паллă çапăçусенчи самантсене илсе кăтартаççĕ. Виртуаллă экскурси пирĕн ентеш, ятарлă çар операцийĕ вăхăтĕнче икĕ çул каялла паттăррăн пуç хунă Александр Федоров художник çинчен каласа панипе вĕçленет.

Çак пысăк пĕлтерĕшлĕ мероприяти вăхăтĕнче шкул ачисем хăйсен аллисемпе ÿкернĕ тата ăнăçусем сунса çырнă 1000-рен кая мар футболка хатĕрлеме палăртнă. Проект апрель уйăхĕччен пырать. Пĕрремĕш футболкăсене, вĕренекенсен çырăвĕсене часах СВОна çар служащийĕсем патне ярса парĕç.

Н. ЕГОРОВА.

Добавить комментарий

Последние комментарии

Архив материалов

Январь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 31 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 31 1

Праздники