Йĕтем çинчи концерт

Категория: В РАЙОНЕ Опубликовано: 02.10.2026, 11:39 Просмотров: 23

Куснарти Культура çурчĕн «Хĕлхем» агитбригади çак кунсенче «Куснар» агрофирмăн йĕтемĕ çинче тăрăшакансене хăйĕн пултарулăхĕпе паллаштарчĕ.

Уй-хир ĕçченĕсем вырăнти артистсене ăшшăн кĕтсе илчĕç. «Çуркунне» тата «Çумăр çăвать» ятлă юрăсене янăратнă Римма Красновăна тăвăллăн алă çупса тав турĕç вĕсем. Фаина Герасимова, Евдокия Педюсева тата Наталья Плотникова шăрантарнă илемлĕ юрăсем те питĕ килĕшрĕç куракансене. Юрă чуна хăпартать кăна мар, ĕçлеме те вăй-хал хушать. Çакна вырăнти артистсем питĕ лайăх ăнланаççĕ.Çавăнпа вĕсем уй-хир ĕçченĕсене хавхалантарма концертпа тухса çÿреççĕ.

«Куснар» агрофирмăн йĕтемĕ çинче халĕ уйран илсе килекен тырра тасатаççĕ, упрама хураççĕ. Кунти ĕçе йĕркелесе пыракан О. Бардасова илемлĕ пултарулăх ăстисене тĕштырă вырса пухнă вăхăтра хуçалăх ĕçченĕсене хавхалантарнăшăн тав турĕ, малашне те ырă кăмăл-туйăм парнелеме сунчĕ.

М. ХАРИТОНОВА.

Добавить комментарий

Последние комментарии

Архив материалов

Октябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 31 1

Праздники