Куславккари халăха социаллă пулăшу паракан мобиллĕ бригада каллех çула тухрĕ. Ку хутĕнче Елчĕк территори пайĕнчи ялсене çитсе килмелле пулчĕ. Специалистсен умĕнче пĕр тĕллев - пĕччен пурăнакан ватăсемпе сусăр çынсене тупса палăртасси тата тивĕçлĕ пулăшу парасси.
Çакăн пек çулçÿревсен вăхăтĕнче ял халăхне канăç паман ыйтусене хускатнипе пĕрлех вĕсем çине хуравлама, тĕрлĕ сĕнÿсем пама, чуна уçса калаçма пулать. Мушарта эпир Ольга Петровнăпа курса калаçрăмăр. Çулĕпе самаях аслă пулин те, вăл килти хуçалăха пĕчченех тытса пыма тăрăшать, анчах та магазина кайса килме самаях йывăр ăна. Мобиллĕ бригада специалисчĕсем ватлăх енне сулăннă çынна социаллă ĕçчен пулăшăвĕпе усă курма сĕнчĕç, унăн тивĕçĕсем çинчен каласа пачĕç. Хĕрарăм вĕсен сĕнĕвĕпе килĕшрĕ, малашне кил-çурта тытса пыма чылай çăмăл пуласса шанчĕ.
Бригада çавăн пекех социаллă ĕçченсем пулăшса тăракан çынсем патне те çитсе курчĕ. Вĕсен ĕçĕпе кăмăллă пулни е мĕн килĕшменни çинчен ыйтса пĕлчĕç. Пĕччен пурăнакан ватăсемпе инвалидсем социаллă ĕçченсем пирки ыррине кăна каларĕç, хăйсене пулăшнăшăн, пĕчченлĕхрен хăтарнăшăн, ыранхи куна шанма вăй-хăват панăшăн ăшшăн тав турĕç.
«Эпир ватлăх енне сулăннă çынсемпе сусăрсене канăç паман ыйтусене ыйтса пĕлме, усăллă сĕнÿсем пама тата пулăшма яланах хатĕр. Вĕсен кăмăл-туйăмĕ лайăххине курма питĕ хавас. Пурнăçра темле йывăр пулсан та пуçа усмаççĕ ватăсемпе сусăр çынсем. Çакă пире те савăнтарать»,- тет киле пырса социаллă пулăшу паракан уйрăм заведующийĕ Ираида Мелешкина.
М. СЕРОВА.
Октябрь 2026 |
