Уйсем пушанса пыраççĕ

Категория: В РАЙОНЕ Опубликовано: 02.10.2026, 11:44 Просмотров: 25

Тĕштырăсене, пахчаçимĕçе вăхăтра тата тăкаксăр пухса кĕртесси хуть те хăш çул та уяр çанталăкран нумай килет. Кăçал çумăр час-часах суса тăчĕ. Çапах та аграрисем кашни минутпа тенĕ пек усă курма тăрăшаççĕ: пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене вырса пухнипе пĕрлех пушаннă анасене те сухалаççĕ, кĕр тырри те акаççĕ, çĕрулми те кăлараççĕ.

Куславкка муниципаллă округ территорийĕнче сентябрĕн 25-мĕшĕ тĕлне пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене 9526 гектар (пĕтĕмĕшле лаптăкăн 97 проценчĕ чухлĕ) вырса илнĕ. Пурĕ 33837 тонна тĕштырă тĕшĕленĕ, тухăç пĕр гектартан вăтамран 35,5 центнер тухнă.

Уйрăм культурăсене илес пулсан, тулă кăçал 5929 гектар йышăннă, 225797 тонна пухса илнĕ е пĕр гектартан 38,9 центнер тухнă. Анасен 97,2 процентне вырса пухнă.

Урпа кăçал 2196 гектар ÿстернĕ, унăн тухăçĕ пĕр гектартан 33,6 центнер тухнă, уйсен 93 процентне вырса илнĕ, 73785 тонна кĕлетсене хунă.

Ыраш тухăçĕ пĕчĕкрех пулнă - пĕр гектартан 25,6 центнер, çак культурăна 539 гектар лаптăкран пурĕ 1380,5 тонна пухса илнĕ.

Сĕлĕ 453 гектар йышăннă, унăн тухăçĕ пĕр гектартан 31,5 центнерпа танлашнă, пурĕ 1425,7 тонна тĕшĕленĕ.

Пăрçа 310 гектар лаптăкра акса тунă. Унăн тухăçĕ пĕр гектартан 22,4 центнер - пурĕ 694,4 тонна тухнă.

Вир пирки калас пулсан, ку культурăна 100 гектар çинче акса ÿстернĕ, 390 тонна вырса илнĕ, вăтам тухăç пĕр гектартан – 39 центнер.

Кĕр тыррисене сентябрĕн 25-мĕшĕ тĕлне 2975 гектар е планпа палăртнин 88,1 проценчĕ чухлĕ (3374 гектартан) акнă. Çав шутра: кĕрхи тулă – 2750 гектар, ыраш - 195, рапс - 30 гектар.

Çĕрулмине 336 гектар лаптăкра кăларса пухнă. Ку вăл лартнин 68,5 проценчĕ пулать. «Иккĕмĕш çăкăрăн» тухăçĕ вăтамран пĕр гектартан 220,5 центнерпа танлашать. 2025 çулта 467 гектар çĕрулми лартнă пулнă, тухăç пĕр гектартан 209,5 центнер тухнă.

Пахчаçимĕçе 46 гектар лаптăкра е 22,7 процент (202,8 гектар йышăнать) чухлĕ пухса илнĕ, пĕтĕмĕшле илсен - 1800 тонна. Тухăç вăтамран пĕр гектартан 391, 3 центнер тухнă.

М. КВАСКОВА,

муниципалитетăн ялхуçалăх тата экологи пайĕн начальникĕ.

Добавить комментарий

Последние комментарии

Архив материалов

Октябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 31 1

Праздники