Йĕкел пухассипе тĕрлемессене çитекен çук

Категория: В РАЙОНЕ Опубликовано: 02.10.2026, 11:37 Просмотров: 18

Çанталăк ăшă та хĕвеллĕ тăрать.Çавăнпа усă курса Тĕрлемес шкулĕнче вĕренекенсем тата вĕсен ашшĕ-амăшĕсенчен чылайăшĕ пĕр кунхине çывăхри вăрмана çул тытрĕç. Пурте тăрăшсах юман йĕкелĕ пухрĕç. Виçнĕ хыççăн 500 килограмм ытла тайрĕ вăрман çимĕçĕ. Ăна вырăнти лесничествăна çитерсе парĕç. Йĕкелсене çĕр ăшне чиксен çамрăк хунавсем шăтса тухĕç, çулсем иртнĕçемĕн вара çав вырăнта юманлăх кашласа ларĕ.

Çак ушкăнра пирĕнпе пĕрле пулнисене пурне те тав тăватăп: шкул ачисене - пуçарулăхпа хастарлăхшăн, вăрманти сукмаксемпе утса тухма ÿркенменшĕн, хĕрсех йĕкел пухнăшăн; ашшĕ-амăшĕсене - пушă вăхăт тупнăшăн; ыттисене – ырă тĕслĕх кăтартнăшăн, çак пархатарлă ĕçрен айккинче тăрса юлманшăн.

Йĕкел пухни - экологипе çыхăннă акци кăна мар. Пирĕн вăрман тепĕр 20-30 çултан мĕнле пуласси пиртен те килет, мĕншĕн тесен çутçанталăка упрасси - кашни çын тивĕçĕ. Ачаранах ăна туйса пурăнмалла.

Вăрман - пирĕн пуянлăх. Вăл пире ăшăтать те, тутлă çимĕçне те, эмел курăкне те парать, уçă та сиплĕ сывлăшĕпе пирĕн сывлăха çирĕплетет, илемĕпе чуна савăнтарать. Çак илеме пирĕн упрама пĕлмелле тата та нумайрах йывăç лартса ÿстермелле. Пирĕн таврара яланах илемлĕ йывăçсем кашласа ларччăр, вĕсем çине кайăксем ларса çепĕç юрă шăрантарччăр.

К. ГУРЕНЬКОВА.

Добавить комментарий

Последние комментарии

Архив материалов

Октябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 31 1

Праздники