Ялти хисеплĕ ватă

Категория: В РАЙОНЕ Опубликовано: 02.10.2026, 11:43 Просмотров: 27

Сентябрĕн 27-мĕшĕнче Куславкка муниципаллă округĕн Варасăр ялĕнче пурăнакан хисеплĕ ватă, ĕç ветеранĕ Юлия Николаевна Птицина 95 çул тултарчĕ.

Вăл Тĕмшерте Николай Степановичпа Лидия Николаевна Рожковсен çемйинче çуралнă. Варасăрта пурăнакан Михаил Максимович Птицинпа пĕр çемье çавăрнă, виçĕ ывăл çуратса ÿстернĕ, тивĕçлĕ воспитани панă. Асли, Михаил, 1954 çулта кун çути курнăскер, Варасăр ялĕнче хăйĕн çемйипе пурăнать. Вăталăххи Вячеслав - Чулхулара, кĕçĕнни Владимир, 1959 çулта çуралнăскер, амăшĕпе пĕрле. Ялта тĕпленнĕ ывăлĕсемпе вĕсен çемйисем Юлия Николаевнăшăн чăн-чăн тĕрев пулса тăраççĕ, мĕншĕн тесен вĕсем яланах унпа юнашар: пулăшаççĕ, пăхаççĕ тата ырă сăмахпа хавхалантараççĕ.

Вăрăм ĕмĕрлĕ ватăна ун пурнăçĕнчи паллă кунпа Тĕмшер территори пайĕн ертÿçи Федор Яковлев ăшшăн саламларĕ. Варасăр клубĕнчи «Молодушки» вокал ансамблĕ юбиляр ячĕпе вăл юратнă юрăсене шăрантарчĕ. Юлия Николаевна хăйне çавăн пек хисеп тунăшăн, юбилей ячĕпе саламланăшăн пурне те чун-чĕререн тав турĕ.

Эпир те, ялта пурăнакансем, хамăр хисеплекен ватăна, Юлия Николаевна Птицинăна 95 çул тултарнă ятпа ăшшăн саламлатпăр. Ачисемпе, мăнукĕсемпе пĕрле тата нумай çул савăнса пурăнма çирĕп сывлăх, канлĕ ватлăх сунатпăр.

Добавить комментарий

Последние комментарии

Архив материалов

Октябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 31 1

Праздники