Чăваш Республикине кăçалхипе тăваттăмĕш хут «Çĕнтерÿ пуйăсĕ» килсе çитнĕ. Вăл Шупашкарта мартăн 2-мĕшĕнчен пуçласа 4-мĕшĕччен пулнă. Музее çитсе курайманнисем валли Тăван çĕршывăн Аслă Отечественнăй вăрçин историйĕпе виртуаллă тур мелĕпе паллашма хăтлă условисем йĕркеленĕ.
«Паян Тăван çĕршывăн Аслă Отечественнăй вăрçи çинчен истори факчĕсене тарăнрах тĕпчесе çитес ăрăва вĕсем пирки уйрăмах пĕлтермелле. Эпĕ «Çĕнтерÿ пуйăсĕ» куравпа пĕрремĕш хут мар паллашатăп. Кашнинчех хумхануллă туйăм çуралать. Çак хăйне евĕрлĕ куçса çÿрекен экспозици пирĕн Президент сĕннĕ концепцие - искусствăпа документсен тĕрлĕ енлĕ формисем урлă çав пулăмсем çинчен тĕрĕссине сыхласа хăварма пулăшать. Шăпах çакăн пек мероприятисем пирĕн çĕршыв пуласлăхĕ валли çирĕп никĕс йĕркелеççĕ. Йĕркелÿçĕсене пысăк тав. Кăçал пилĕк пин ытла ача çак курава çитсе курма кăмăл туни пирки пĕлетпĕр. Вăл вăхăтри историсене çамрăксем мĕн чухлĕ нумайрах пĕлсе, туйса пыраççĕ, хальхи çамрăксен пирĕн пĕрлехи астăвăмпа çыхăнăвĕ çавăн чухлĕ вăйлăрах çирĕпленĕ»,- тесе палăртнă хăйĕн умсăмахĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев.
Чăваш Республикин власть органĕсен порталĕнче пĕлтернĕ тăрăх, ку ахаль экскурси кăна мар, вăл Тăван Çĕршывăн Аслă Отечественнăй вăрçин историйĕпе тĕплĕн паллашма май парать. Куравсене 10 вакунра йĕркелесе тăратнă, кашнин хăйĕн историйĕ: июнĕн 21-мĕшĕнче вăрçă пуçланичченхи иртен пуçласа 1945 çулхи Çĕнтерÿ çитиччен, май уйăхĕччен. 50 видеопроектор, 140 мультимеди, 13 интерактивлă сĕтел тата ытти те.
Экспозицие курма пыракансем валли чукун çул вокзалĕнче интерактивлă лаптăксем йĕркеленĕ пулнă. Çĕнтерÿ волонтерĕсем, «Движение первых» хастарĕсем, волонтер-медиксем, «ВОИН» центрăн инструкторĕсем тата Пĕтĕм Раççейри çăлавçăсен корпусĕнче тăракансем викторинăсем, ăс-тăн вăййисем, ăсталăх класĕсем ирттернĕ.
«Çĕнтерÿ пуйăсĕ», пĕтĕм Раççейри «Çĕнтерÿ диктанчĕ» пекех, «Истори астăвăмĕ» парти проекчĕн шайĕнче пысăк ĕçĕн пĕр пайĕ пулса тăрать. Çакнашкал çÿтĕç проекчĕсене пулăшасси - çĕршывăн тĕрĕс историне упраса хăварас ĕç, «Единая Россия» партин приоритетлă пуçарăвĕсенчен пĕри. Партипе Чăваш Ен Правительстви килĕштерсе ĕçлени куçкĕретех. Сăрпа Хусан хÿтĕлев чиккисене çĕклекенсене халалланă Астăвăм комплексне туса лартни те çитĕнекен ăрăвăн ăс-хакăл тĕнчине пуянлатса, çĕршывăмăра тата та хытăрах юратма, уншăн тăрăшса ĕçлеме, яваплăха туйма витĕм кÿрет.
Март 2026 |
