Илемлĕ те хăтлă пуласса шанаççĕ

Категория: В РАЙОНЕ Опубликовано: 19.07.2024, 15:11 Просмотров: 1255

Логотип здравоохранение чувашскийРайон больницин тĕп врачĕ Марина Макарова юсав ĕçĕсем мĕнле пынипе паллашма Тĕрлемесри амбулаторие çитсе курнă. Хамăр хаçатра çырнăччĕ ĕнтĕ, ăна кăçал апрелĕн 1-мĕшĕнче тĕпрен юсама пуçланă. Юсав ĕçĕсене Антон Самсонов ертсе пыракан «СИТИСТРОЙ» ООО пурнăçлать. Подрядчик объекта кăçалах август уйăхĕн çурринче хута яма палăртнă.

Паянхи куна юсав ĕçĕсене 88 процент чухлĕ пурнăçланă. Халĕ тухтăр пациентсене йышăнмалли пÿлĕме кантăк лартса уйăрас тĕлĕшпе ĕçлеççĕ, урайне линолеум сарнă, пур çĕре те электричество кĕртнĕ, туалетсенчи тата процедурăсем ирттермелли пÿлĕмсенче сантехникăпа çыхăннă ĕçсене вĕçленĕ. Çак кунсенче картлашкасене çĕнетсе лайăхлатас тĕлĕшпе тăрăшаççĕ.

«Юсав ĕçĕсем вĕçленессе чăтайми кĕтетпĕр. Пирĕн амбулаторине пысăк тимлĕх уйăрнăшăн эпир тем пекех хавас, юсанă хыççăн унта чăннипех те илемлĕ те хăтлă пуласса шанса тăратпăр эпир!» – терĕ кунта пурăнакансенчен пĕри.

Аса илтеретпĕр, «Раççей Федерацийĕнче сывлăх сыхлавĕн пуçламăш сыпăкне çĕнетсе лайăхлатасси» проект «Сывлăх сыхлавĕ» наци проекчĕпе килĕшÿллĕн 2022 çултанпа пурнăçланать. Унăн тĕллевĕ – халăх пурăнакан вырăнтах медицина пулăшăвĕ парассине йĕркелесси. РФ Президенчĕ Владимир Путин пуçарнă наци проекчĕсем 2019 çултанпа пурнăçланса пыраççĕ.

Е. ПИТОМЦЕВА.

Добавить комментарий

Последние комментарии