Медицина пулăшăвне пурте илме пултарччăр тесе тата çитĕннĕ çынсене диспансеризаци иртме май тупса парас тĕллевпе иртнĕ эрнере районти тĕп больница сотрудникĕсем куçса çÿрекен флюорографи хатĕрĕпе тĕрлĕ çĕре çитсе килнĕ.
Елена Кукушкинăпа Ольга Спиридонова рентгенолаборантсем 10 кун хушшинче 828 пациент сывлăхне тĕрĕслеме пултарнă. Çав шутра тулли мар яваплăхлă «Автофургон» обществăра ĕçлекен 130 çынна, «НПК» «Спецфургон» ОООра – 41, çавăн пекех Куславкка муниципалитет округĕнчи ялсенче пурăнакан 657 çынна йышăннă. Районти тĕп больницăн медицина сестрисем Надежда Коновалова тата Вероника Трокина «Автофургон» обществăра тăрăшакан 38 рабочие, хулари 3-мĕш вăтам шкулта ĕçлекен 14 çынна вакцинаци тунă.
Куçса çÿрекен флюорографи хатĕрĕпе графикпа килĕшÿллĕн çула тухнă, фельдшерпа акушер пункчĕсен сотрудникĕсем пациентсене ун пирки маларах пĕлтерсе хунă. Халăх сывлăхне вырăна тухса тĕрĕслени хамăр районта пурăнакансен пысăк йышне медицина пулăшăвĕпе тивĕçтерме май парать.
«Ялсенчен нумайăшĕ тĕп больницăран аякра вырнаçнă, çавăнпа та эпир пырасса пациентсем чăтайми кĕтеççĕ», – тет Елена Кукушкина рентгенолаборант. Тулли мар яваплăхлă «Автофургон» обществăра ĕçлекен пĕр арçын вара хăй больницăра нумайранпа пулманни, çавăнпа флоорографи тухманни тата ĕç вырăнĕнчех организм малашне чир-чĕре йышăнма ан пултартăр тесе прививка тунăшăн савăнни çинчен пĕлтерчĕ.
Палăртма кăмăллă, ку мероприяти «Сывлăх сыхлавĕ» наци проекчĕпе килĕшÿллĕн иртрĕ. Унта халăха квалификациллĕ медицина пулăшăвĕпе тивĕçтерессине тĕпе хунă.
Е. ПИТОМЦЕВА.
Ноябрь 2024 |