Çамрăк фельдшерсене пурте тарават

Категория: В РАЙОНЕ Опубликовано: 11.10.2024, 09:57 Просмотров: 208

Логотип здравоохранение чувашский

Раççей Федерацийĕн Президенчĕн Владимир Путинăн пуçарăвĕпе йĕркеленĕ «Сывлăх сыхлавĕ» наци проекчĕпе килĕшÿллĕн çĕршывра «Земство фельдшерĕ» программа пурнăçа кĕнĕ. Шăпах унпа усă курса пирĕн районти тĕп больницăра нумай пулмасть икĕ специалист ĕçлеме тытăнчĕ.

photo 2024 10 02 10 34 25

Вĕсенчен пĕри, Наталья Михайлова, Куславккара çуралса ÿснĕ, 2001 çулта Шупашкарти медицина училищинчен вĕренсе тухнă. Хăй каланă тăрăх, шкулта чухнех медсестра пулма ĕмĕтленнĕ, халĕ вăл Пилешкассинчи фельдшерпа акушер пункчĕн заведующийĕ пулса ĕçлет. Пилешкассинче тата Пакăшра пурăнакансене кунсерен медицина пулăшăвĕпе тивĕçтерет. Ĕç кунĕ вĕçлениччен пурне те ФАПра йышăнать, унтан чирлĕ çынсен сывлăхне вĕсем патне килне кайса тĕрĕслет.

photo 2024 10 02 10 34 25 2

Патăръел округĕнче çуралса ÿснĕ Роза Елехина халĕ Криушри фельдшерпа акушер пунктĕ- нче тăрăшать. Вăл та Шупашкарти медицина училищинче «Сиплев ĕçĕ» специальноçа алла илнĕ. Медицинăна ăнсăртран суйласа илмен çамрăк фельдшер. Иккĕмĕш сыпăкри тăванĕ фельдшер пулса ĕçленине кура хĕрача унăн ĕçĕпе хытах интересленнĕ. Шкултан вĕренсе тухас умĕн вара медицина сферинче тăрăшатăпах тесе хăйĕн умне çирĕп тĕллев лартнă.

Аса илтеретпĕр: «Земство тухтăрĕ» тата «Земство фельдшерĕ» программăсем медицина ĕçченĕсене яллă вырăнсене явăçтарма пулăшаççĕ. Вĕсем регионти инçетри ялсемпе хуласенче пурăнакансене вырăнтах медицина пулăшăвĕпе тивĕçлĕ усă курма май параççĕ.

Е. ПИТОМЦЕВА.

Добавить комментарий

Последние комментарии

Архив материалов

Октябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
30 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 31 1 2 3

Праздники