Чăваш Республикин Пуçлăхĕн стипендиачĕ

Категория: В РАЙОНЕ Опубликовано: 07.02.2025, 14:52 Просмотров: 233

ИК 5 Радий Чернов степендиат Главы Чувашии фото

Куславкка муниципалитет округĕнче нумай пулмасть иртнĕ Правительство Кунĕнче регион Ертÿçи Олег Николаев пултарулăхĕпе уйрăмах палăрнă вĕренекенсене тата ĕçлекен çамрăксене Чăваш Республикин Пуçлăхĕн стипендипе палăртнине çирĕплетекен свидетельствăсене савăнăçлă лару-тăрура пачĕ.

2024 çулхи кăтартусемпе вĕсем пурте Пĕтĕм тĕнчери тата Раççейри, регионсем, округсем хушшинчи конкурссемпе чемпионатсен, фестивальсен, наука конференцийĕсен çĕнтерÿçисем, лауреачĕсем е призерĕсем пулса тăраççĕ.

Кăçалхи 10 стипендиат хушшинче ĕçпе юсанмалли 5-мĕш колонин личнăй составпа ĕçлекен кадрсен пайĕн çарпа ятарлă хатĕрленÿ ушкăнĕн инструкторĕ Радий Чернов та пур. Вăл çак системăра 2020 çулхи август уйăхĕнченпе тăрăшать.Ĕçре ырă енĕпе кăна палăрса тăрать. Службăра хăйне аван кăтартнипе пĕрлех Радий Станиславович культурăпа кану, спортпа массăллă мероприятисене хастар хутшăнать, Чăваш Енри УФСИН Ветеранĕсен канашĕн пĕтĕм Раççейри организацийĕпе тачă çыхăну тытать, ĕçпе юсанмалли учрежденири офицерсен пухăвĕн секретарĕ тата çамрăк специалистсен канашĕн председателĕ шутланать.

Радий Чернов çавăн пекех Куславкка муниципалитет округĕн администрацийĕпе, культурăпа вĕрентÿ учрежденийĕ-семпе, организацийĕсемпе тачă çыхăнса ĕçлет. Кунсăр пуçне тата Пĕтĕм Раççейри, регионти пултарулăх конкурсĕсемпе фестивалĕсене хастар хутшăнать, вĕсенче малти вырăнсене йышăнать.

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн стипендине илме тивĕçлĕ пулнă ятпа Радий Станиславович Чернова ăшшăн саламлатпăр, ăна службăра та, пултарулăх енĕпе те малашне ăнăçусем сунатпăр.

Т. АВЕРЬЯНОВА,

Раççей УФСИН Чăваш Республики тăрăхĕнчи – Чăваш Енри пресс-службин начальникĕ.

Добавить комментарий

Последние комментарии

Архив материалов

Февраль 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 1 2

Праздники