Тĕрлемесри территори пайĕ – Куславкка муниципалитет округĕнче чи пысăккисенчен пĕри, ун йышне Воропье, Курăчкин, Çĕнĕ Тĕрлемес, Муркар, Кивĕ Тĕрлемес ялĕсем кĕреççĕ. Медицина пулăшăвĕпе халăха фельдшерпа акушер пунктĕнче тата вырăнти тухтăр амбулаторийĕнче тивĕçтереççĕ. Пĕлтĕр, тĕслĕ- хрен, 5600 хут пулăшу панине шута илнĕ.
Раççей Федерацийĕн Президенчĕ Владимир Путин Раççейре сывлăх сыхлавĕн пуçламăш сыпăкне çĕнетсе лайăхлатма сĕннĕ регионти проекта пурнăçа кĕртсе, 2021 çулта кунта çĕнĕ модуллĕ ФАП туса лартнă пулнă, пĕлтĕр сентябрь уйăхĕнче Тĕрлемесри тухтăр амбулаторине тĕпрен юсанă. Кивĕ Тĕрлемесре вырнаçнă фельдшерпа акушер пункчĕн заведующийĕ пулса 39 çул медицина сферинче тăрăшакан Ифтария Леонтьева ĕçлет. Вăл кунсерен 10 ытла пациента йышăнать.
«ФАП çуртне халĕ кирлĕ оборудованипе тата аппаратсемпе, çĕнĕ сĕтел-пуканпа туллин тивĕçтернĕ, пÿлĕмсенче ăшă тата илемлĕ, кунашкал условисенче ĕçлеме питех те кăмăллă», – тет Ифтария Леонтьева.
Тĕрлемесри фельдшерпа акушер пунктĕнче пирвайхи медицина пулăшăвĕ параççĕ, диспансеризацин пĕрремĕш тапхăрĕн шучĕпе сывлăха тĕрĕслеççĕ, халăха вакцинăсемпе тивĕçтереççĕ тата кунтах врач патне кайма кирлĕ анализсем илеççĕ.
Тĕпрен юсанă хыççăн нумай пулмасть, пĕлтĕр декабрь уйăхĕнче,Тĕрлемесри тухтăр амбулаторийĕ çĕнĕрен ĕçлесе кайнă. Тĕплĕ юсав хыççăн пÿлĕмсем чăннипех те нумай улшăннă, вĕсенче халĕ питĕ хăтлă, коммунникацисене те тĕпрен улăштарнă, пур çĕрте те çĕнĕ чÿречесемпе алăксем вырнаçтарнă, ăçта пăхан, унта пĕр тĕс куçа илĕртет. Амбулатори чăннипех те хальхи йышши пульницана аса илтерет.
Тĕрлемесри тухтăр амбулаторийĕн туслă коллективĕ çĕнетнĕ пÿлĕмсенче ĕçлеме лайăх тесе çирĕплетет. Кунта пырса çÿрекенсем те çак çĕнĕлĕхе тÿрех асăрхаççĕ, тухтăр йышăнасса кĕтсе лармалли пÿлĕм те халĕ аслă, çутă.
«Хамăр вăхăта эпир ытларах ĕçре ирттернĕ май ĕç вырăнĕ илемлĕ пулни пире савăнтармасăр тăма пултараймасть, паллах. Юсаса пĕтернĕ хыççăн кунта пĕрремĕш хут пырса кĕрсен, хамăр куçпа курнине ĕненмерĕмĕр: питĕ таса, çутă, пÿлĕ-мсене те кăштах пысăклатнă!» – хăйĕн шухăшне пĕлтерет Надежда Фадеева терапевт.
Аса илтерер, «Раççей Федерацийĕнче сывлăх сыхлавĕн пуçламăш сыпăкне çĕнетсе лайăхлатасси çинчен» регионти проект «Вăрăм ĕмĕр хушши хастарлăхпа» наци проекчĕн приоритетлă çул-йĕрĕсенчен пĕри пулса тăрать.Унăн тĕп тĕллевĕ – халăха медицина пулăшăвĕпе пурăннă вырăнтах тивĕçтересси.
Р. КОВАЛЕВА.
Ÿкерчĕк çинче: шăл тухтăрĕ Дмитрий Николаевич Соловьев.
Февраль 2025 |