«Ашшĕ-амăшĕсен тĕрĕслевĕ» проектпа килĕшÿллĕн Тĕрлемесри вăтам шкул столовăйне нумай пулмасть 5-мĕш класра вĕренекенсен амăшĕсем пырса тĕрĕслерĕç.
Ачасен апатланăвĕшĕн яваплă К. Гуренькова, вăлах директор заместителĕ шутланать, вĕренÿ заведенийĕнче апатланăва мĕнле йĕркелени çинчен каласа пачĕ, 10 кун валли хатĕрленĕ менюпа паллаштарчĕ, ашшĕ-амăшĕсене интереслентерекен ыйтусем çине хуравларĕ.
Комисси членĕсем кашни кун валли палăртнă менюпа, унта мĕнле блюдăсем пуррипе паллашрĕç, столовăйра ĕçлекенсем тата апат çиме пыракан вĕренекенсем харпăр хăй гигиенин правилисене пăхăнма пултарнине пысăк тимлĕх уйăрчĕç, арçын ачасемпе хĕрачасем апатланма çÿрекен зал санитари нормисене мĕнле тивĕçтернине те тĕрĕслерĕç.
К. ГУРЕНЬКОВА.
Февраль 2025 |