Шкула кайман ачасене вĕрентес ĕçре çул-йĕр хăрушсăрлăхĕн правилисем çинчен каласа ăнлантарасси тата вĕсемпе паллаштарасси тĕп тĕллевсенчен пĕри пулса тăрать. Акă мĕншĕн ĕнтĕ кун пирки вĕсене час-часах аса илтермелле.
Хулари «Радуга» ача садĕнче çак кунсенче «Светофор тĕнчине çул тытатпăр» ятпа ятарлă мероприяти иртрĕ. Ăна эпир вăйăсем урлă çул-йĕр правилисене, тĕрлĕ паллăсемпе светофор тĕсĕсене ачасен асĕнче çирĕплетсе хăварас, çул çинче яваплăха туймалли тата урамра асăрхануллă пулмалли пирки тепĕр хут каласа ăнлантарас тĕллевпе йĕркелерĕмĕр.
«Почемучки» ушкăна çÿрекенсем «Медвежата» тата «Клубнички» ушкăнсенчи тантăшĕсемпе пĕрле хаваслă çутăсен тĕнчине çул тытрĕç. Вĕсем «Автодром», «Эпир – çуран çÿрекенсем», «Светофор пух», «Мĕнле тĕс çутăлчĕ?» тата ытти эстафетăсене хутшăнчĕç, тĕрлĕ ыйтусем çине хуравларĕç ансат тата кăткăс хушусене пурнăçларĕç, транспортпа çыхăннă сутмалли юмахсен тупсăмне тупрĕç. Хатĕрлев ушкăнĕнчи ачасем пĕчĕккисене çул-йĕр правилисемпе çыхăннă сăвăсем те вуласа пачĕç, вăйăсем вылярĕç. Мероприяти вĕçленеспе вĕсем çамрăк тусĕсене хăйсен аллисемпе ăсталанă пĕчĕк светофорсем парнелерĕç. Каярах вара пурте пĕрле «Маленький Светофор» ятлă мультфильм пăхрĕç.
Пурнăç кăтартса панă тăрăх, кунашкал мероприятисем ачасене хăрушсăрлăхпа çыхăннă правилăсене лайăхрах ăнланма пулăшаççĕ.
Р. МАРТЫНОВИЧ, М. БАЛДИНА, Т. МОРСКОВА,
воспитательсем.
Февраль 2025 |