Çул-йĕр правилисене çирĕп пăхăнмалла

Категория: В РАЙОНЕ Опубликовано: 07.02.2025, 14:59 Просмотров: 228

2024 çулта Куславкка муниципалитет округĕнче çул-йĕр çинчи инкексен шучĕ кăштах чакрĕ. Виçĕмçул 19 авари пулнă-тăк, пĕлтĕр – 14. Вĕсенче вилнисен йышĕ те вунвиççĕрен тăватта, суранланнисем 24 çынран 10 çынна çити чакнине палăртмалла.

Çул-йĕр çинче пулнă аварисен сăлтавĕсенчен чи анлă сарăлни – транспорт хатĕрĕсем пĕр-пĕринпе çапăнни, пĕлтĕр кунашкал фактсем 7 пулнă, 2 çын пурнăçĕ татăлнă, 5 арçынпа хĕрарăм аманнă. Икĕ аварире автомашина çаврăнса ÿкнĕ, çавна май пĕр çын вилнĕ, тепри аманнă. Транспорт хатĕрĕ çуран çын çине кĕрсе кайнă тĕслĕхсем иккĕ пулнă, çавна пула пĕр çын пурнăçĕ татăлнă, тепри суранланнă.

Çул-йĕр çинчи инкексен шучĕ пĕтĕмĕшле илсен чакнă пулин те, водительсем çак тапхăрта ÿсĕрле тунă аварисем виçĕмçулхи шайрах юлнă.

Çул çинчи хăрушсăрлăхпа тивĕçтересси пирĕншĕн хуть те хăçан та чи çивĕч ыйтусенчен пĕри пулса тăрать. Пурнăç çакна кăтартса парать: енчен те водительсем те, çуран çÿрекенсем те çул-йĕр правилисене çирĕп пăхăнсан, çакăн пек инкексем пулмастчĕç. Çавăнпа çула тухсан питĕ тимлĕ пулмалла. Хăвăра та, çывăх çыннăрсене те упрăр.

А. ПЕТРОВА,

Раççей Шалти ĕçсен министерствин «Козловский» пайĕн Патшалăх автоинспекци уйрăмĕн начальникĕ.

Добавить комментарий

Последние комментарии

Архив материалов

Февраль 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 1 2

Праздники