Куславкка мунципалитет округĕн администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш заместителĕ Павел Чапурин Кунер территори пайĕнчи ялсенче пурăнакансене Аслă Отечественнăй вăрçăра çĕнтернĕренпе 80 çул çитнĕ ятпа кăларнă медальсене пачĕ. Çак чыса тивĕçнĕ вăрăм ĕмĕрлĕ хĕрарăмсем вăрçă вăхăтĕнче аслисемпе пĕр тан колхозра вăй хунă, Çĕнтерĕве çывхартнă. Каярах вара «Родина» совхозра ĕçленĕ.
Услăхра çуралса ÿснĕ Раиса Федоровна Захарова 92 çулта (ÿкер- чĕк çинче П. Чапуринпа пĕрле). Ватă амăшне халĕ хĕрĕ Зоя пăхса пурăнать. Çамрăк чухне Зоя Федоровна Ульяновск облаçĕнче пурăннă, 1972 çулта çемье тăван кĕтесе куçса килнĕ.
Çĕньялта çитĕннĕ Леонора Яковлевна Максимова 93 çулта. Вăл Кунерти ватă граждансемпе инвалидсене стационарлă пулăшу паракан уйрăмра пурăнать.
Вĕсен ачалăхĕ йывăр та тертлĕ вăрçă вăхăчĕпе пĕр килнĕ. Анчах та тем пекех пысăк нуша курса ÿснĕ пулин те, хĕрарăмсем пуç усман. Çĕршывшăн йывăр çулсенче тата вăрçă хыççăнхи тапхăрта тăрăшса вăй хунă, паттăрлăхпа хăюлăх кăтартнă тыл ĕçченĕсем тава тивĕçлĕ, вĕсен умĕнче эпир ĕмĕр парăмра.
О. МИХАЙЛОВА.
Февраль 2025 |