Тăван чĕлхен Пĕтĕм тĕнчери кунĕ умĕн, ăна çулсерен февралĕн 21-мĕшĕнче паллă тăваççĕ, хулари тĕп библиотекăри ачасен пайĕнче «Чăваш чĕлхи – наци чун-чĕри» ятпа сăвă илемлĕ калакансен конкурсĕ иртрĕ. Ăна Раççейри халăхсен чĕлхине упраса хăварас тата тăван чĕлхе пуриншĕн те чи хакли пулнине аса илтерес тĕллевпе йĕркелерĕç.
Никамшăн та вăрттăнлăх мар, çамрăк ăру хăйĕн тăван чĕлхине ют чĕлхе вырăнне йышăнать, шкулта та ун çинчен ытларах пĕлме тăрăшмасть. Хăшпĕрисем килĕнче те тахçанах тăван чĕлхепе калаçмаççĕ, вырăс чĕлхине ытларах килĕштерме тытăнни сисĕнет.
Тăван чĕлхе илемне эпир сăвăсем урлă вăйлăрах туйма тытăнтăмăр. Поэтсем вĕсене çырнă чухне хăйсен чун-чĕрин ăшшине параççĕ, тĕнчери хуть те хăш чĕлхепе çавнашкал хайлавсем пĕрешкел илемлĕ янăраççĕ. Шăпах çак илеме кăтартса пачĕç те ĕнтĕ конкурса хутшăннă арçын ачасемпе хĕрачасем. Вĕсем Тăван çĕршыва, хамăр халăхăн тата атте-анне чĕлхине юратма чĕнсе каларĕç. Ачасем чăвашла сăвăсемпе пĕрлех вĕсене тутарла та янăратрĕç. Библиотекăра Петĕр Хусанкайăн «Тăван çĕршыв», «Эп – чăваш ачи», Раиса Воробьеван «Анне чĕлхи», Оксана Садовникован «Манăн атте пит маттур» тата ытти авторсен сăввисем илтĕнсе тăчĕç.
Çак конкурс чăн-чăн уяв пек иртрĕ, тăван чĕлхе пуянлăхĕпе илемлĕхĕ çинчен аса илтерсе, вăл мероприятие хутшăннисен чун-чĕрине пĕрлештерчĕ.
Е.ДАНИЛОВА.
Февраль 2025 |