Тĕрлемес тăрăхĕ – уншăн чи хакли

Категория: В РАЙОНЕ Опубликовано: 14.02.2025, 14:22 Просмотров: 123

20250206 173428

Тăван чĕлхен Пĕтĕм тĕнчери кунĕ умĕн Тĕрлемесри сăвăç Людмила Прохорова «Кĕмĕл çул ÿсĕмĕ» клуба çÿрекенсемпе тĕл пулчĕ. Тĕлпулăва пынисене вăл хăйĕн 2024 çул вĕçĕнче пичетлеме хатĕрленĕ икĕ кĕнекипе паллаштарчĕ. Вĕсем «Люблю свой дивный край» тата «Лирические струны души» ятсемпе кăçал январь уйăхĕнче кун çути курнă.

Автор хăй тĕрлĕ çулсенче çырнă сăввисене пăхмасăр каласа пачĕ, вĕсем пурне те килĕшрĕç. Сăмах май, Людмила Прохорова ытларах Тĕрлемесĕн илемлĕ тавралăхĕ, Раççей мăнаçлăхĕ, аннесем хисепе тата юратăва тивĕçли, тăван кил ăшши çинчен çырать.

«Лирические струны души» кĕнекере унăн 100 ытла сăввипе паллашма пулать. Мероприяти вăхăтĕнче автор каланă тăрăх, çак кăларăмри хайлавсенче унăн чун-чĕрин ачашлăхĕ çеç мар, вăл куллен тĕл пулса калаçакан чылай хĕрарăмăн шăпи те сăнланнă. Тĕлпулу вăхăтĕнче чăваш чĕлхипе çырнă сăвăсем те илемлĕн янăрарĕç. Людмила Николаевна тăван кил, ашшĕ-амăшĕ, Тăван çĕршыв çинчен çырнă сăввисене уйрăмах чуна тивмелле каласа пачĕ.

Библиотекăра ĕçлекен Людмила Павлова тăван чĕлхене пĕлни тата сума суни хамăр нацине упраса хăвармалли, хамăр халăхăн, Раççейре пурăнакан тĕрлĕ наци çыннисен культурипе историне юратма тата хисеплеме вĕрентмелли çул-йĕрсенчен пĕри пулса тăнине палăртса хăварчĕ.

Хăйĕн икĕ кĕнекине те Людмила Прохорова Тĕрлемес ялĕнчи библиотекăна парнелерĕ. Палăртма кăмăллă, Пĕтĕм Раççейри «Кĕнекесем юратса парнелĕр» акци пынă май пирĕн вулавăш çурчĕ хамăр тăрăхри сăвăçăн икĕ çĕнĕ кăларăмĕпе пуянланчĕ.

Л. АЛЕКСАНДРОВА.

Добавить комментарий

Последние комментарии

Архив материалов

Февраль 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 1 2

Праздники