Кулленхи ыйтусемпе

Категория: В РАЙОНЕ Опубликовано: 21.02.2025, 14:07 Просмотров: 82

Февралĕн 19-мĕшĕнче республикăри мĕнпур округра Пĕрлехи информаци кунĕ иртрĕ. Куславкка муниципалитет округĕн администрацийĕн пуçлăхĕн экономикăпа ялхуçалăх енĕпе ĕçлекен заместителĕ – экономика, инвестици ĕçĕ-хĕлĕ, çĕрпе пурлăх хутшăнăвĕсен пайĕн начальникĕ Геннадий Пушков, Кунерти территори пайĕн пуçлăхĕ Светлана Матанова, Культура çурчĕн заведующийĕ Любовь Федорова вырăнти ял халăхĕпе тĕл пулчĕç.

Пĕрлехи информаци кунĕн программинче çак ыйтусем пулчĕç: Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев Патшалăх Канашне 2025 çулта янă Çыру; Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн 2024 çулхи ĕçĕ-хĕлĕ; Чăваш Республикинчи Çĕнтерÿпе патриотизм çулталăкĕ çинчен.

Малтанах Геннадий Пушков Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн ĕçĕ-хĕлĕпе тата Чăваш Республикин Пуçлăхĕ хăйĕн Çырăвĕнче палăртнă Чăваш Ене аталантарас енĕпе çитес çулсенче пурнăçламалли задачăсемпе паллаштарчĕ. Унта çапла каланă: «Социаллă политикăна аталантарасси регионти влаçăн ĕçĕ-хĕлĕнче тĕп вырăнта пулмалла. Правительство сывлăх сыхлавĕнче, вĕрентÿре, граждансен уйрăм категорийĕсене пулăшупа тивĕçтерессинче начар мар ĕçлени палăрать. Тĕслĕхрен, 2024 çулта сахал тупăшлă 128 пин ытла çын 14 миллиарда яхăн тенкĕлĕх ятран социаллă пулăшу илнĕ. Кунсăр пуçне тата 3 миллиарда яхăн ятарлă çар операцине хутшăнакансене тата вĕсен çемйисене пулăшма уйăрса панă.

Геннадий Михайлович çавăн пекех Çĕнтерÿпе патриотизм çулталăкĕ, ветерансене социаллă пулăшу памалли мерăсем çинчен каласа пачĕ. «Хальхи вăхăтра Чăваш Республикинче Çĕнтерÿ Кунĕнче чыслакан 3,3 пин çын пурăнать. Вĕсен йышĕнче Аслă Отечественнăй вăрçа хутшăннисем тата вăрçă инваличĕсем, тыл ĕçченĕсем, фронтовиксен тăлăх арăмĕсем, концлагерьте çамрăклах асапланнисем пур. Граждансен çак категорийĕсем, çавăн пекех вăрçă ачисем федераллă çăмăллăхсемсĕр пуçне регионта пĕр хутчен укçан паракан тÿлевпе усă кураççĕ. Республика бюджетĕнчен ку тĕллевпе 218 миллион тенкĕ уйăрнă, – терĕ вăл.

Г. Пушков Куславкка округĕнче Çĕнтерÿпе патриотизм çулталăкĕ февралĕн 23-мĕшĕнче уçăласси çинчен те пĕлтерчĕ.

Светлана Матанова кăçал Куславкка округĕнче 41 проекта (пĕтĕмпе 51 миллион тенкĕлĕх) пурнăçа кĕртесси пирки хыпарларĕ. Кунерти территори пайне илес пулсан, граждансен пуçарăвĕпе Çăкалăх ялĕнче модуллĕ клуб çумĕнче санузел тата тумтире хывса çакмалли пÿлĕм туса хурĕç. Проект хакĕ – 1 миллион тенкĕ. Майлă самантпа усă курса, Светлана Александровна ял халăхне проекта пурнăçламашкăн хастар хутшăнма чĕнсе каларĕ.

Пĕрлехи информаци кунне Кунер шкулĕн медиацентрĕ те хутшăнчĕ. Мероприяти мĕнле иртнипе çамрăк журналистсем кăмăллă юлчĕç.

И. МЫКОВА.

Добавить комментарий

Последние комментарии

Архив материалов

Февраль 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 1 2

Праздники