Шкул ачисене патриотизм майлă воспитани парассинче тĕп çул-йĕрсенчен пĕри вĕсене пĕрле пухса çар ĕçне вĕрентесси пулса тăрать. Çамрăксем малашне Тăван çĕршывăн чиккисене хÿтĕлеме хатĕр пулмаллине аван ăнланаççĕ.
Çак кунсенче Муркаш районĕнчи сывлăха çирĕплетмелли «Солнышко» лагерьте çар службин никĕсĕсене алла илес тĕллевпе пилĕк кунлăх вĕрентÿ иртрĕ. Унта Чăваш Республикинчи вĕрентÿ учрежденийĕсенчен 180 ытла çамрăк хутшăнчĕ, çав шутра Куславкка округĕнчи Энтри Пасарĕнчи, Куснарти, Елчĕкри тата Тĕрлемесри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан шкулсенче 10-мĕш классенче вĕренекенсем те.
Ку мероприятие «Хăрушсăрлăх тата Çĕршыва хÿтĕлемелли никĕссем» курсăн программипе килĕшÿллĕн çулсерен йĕркелеççĕ. Лагерьти пилĕк кун хушшинче пулас салтаксем çарти йĕркепе пурăнчĕç, дисциплинăна çирĕп пăхăнчĕç, нарядсене çÿрерĕç. Пĕрремĕш кунхине, тĕслĕхрен, каччăсем çар служби çинчен нумай çĕннине пĕлме пултарчĕç, хăрушсăрлăх техникипе инструктаж иртрĕç, ветерансен кăсăклă историйĕсемпе паллашрĕç. Пилĕк кун хушшинче вара опытлă инструкторсем кăтартса пынипе тактикăна, çарпа медицинăна тата стройпа утса иртессине ытларах тимлерĕç, радиаци, химипе биологи хатĕрĕсемпе усă курнă чухне çарсене хÿтĕлемелли меслетсене вĕренчĕç.
Вĕрентÿ вĕçленнĕ кун пирĕн курсантсене салтак сертификатне тата хăшпĕр дисциплинăсенче палăрнисене грамотăсемпе тав çырăвĕсем пачĕç. Ытти округсенчен пынă каччăсем пекех, энтрипасарсем те хăйсене лайăх енчен кăтартма пултарчĕç. Халĕ вĕсем теорие вĕреннипе пĕрлех пĕр-пĕр лару-тăрура хăйсене мĕнле тытмаллине те аван пĕлеççĕ. Лагерьте алла илнĕ хăнăхусем вĕсене пурнăçра питех те кирлĕ пулĕç.
Г. СОКОЛОВ.
Февраль 2025 |