Пакăшра пурăнакан Алексей Ивановпа Минкĕ-шри Михаил Андреев Мари Эл Республикинчи Звенигово хулине йĕлтĕрпе кайса килнĕ. Вĕсем 1940 çулхи февралĕн 11-мĕшĕнче паттăррăн пуç хунă Совет Союзĕн Геройĕн Сергей Бутяковăн палăкĕ умне венок хунă.
Обелиск умĕнче çав кун митинг иртнĕ, унта пирĕн мухтавлă ентешĕн çывăх тăванĕ- сем Светлана Николаевнăпа Николай та пулнă. Михаил Андреев ятарлă çар операцине хутшăнакансене халалланă сăввине вуласа панă. Каярах пурте СВОра çапăçакан танкистсене мухтаса çырнă «Три танкиста» юрра шăрантарнă (сăвви те, кĕвви те М. Андреевăн).
Митинг вĕçленсен пирĕн ентешсем Звенигово хулинчи паркра ирттернĕ «Раççей йĕлтĕр йĕрĕ» ăмăртăва хутшăннă. Ветерансен ушкăнĕнче 3 километрлă дистанцире М. Андреев пĕрремĕш вырăн йышăннă, А. Иванов - иккĕмĕш. Иккĕшĕ те медальсем илме тивĕçлĕ пулнă.
Йĕлтĕрçĕсем Чăваш Утарĕ яла та çитсе килнĕ. Митинг вăхăтĕнче кунта çуралса ÿснĕ Совет Союзĕн Геройне Никифор Маркова тата çак ялти вăрçăран таврăнайман çынсене чысласа лартнă палăк умне венок хунă. Вырăнти библиотекăра та пулнă пирĕн ентешсем, хăйсем çинчен каласа панă. Михаил Андреев паян ятарлă çар операцийĕнче хăюлăхпа паттăрлăх кăтартакан çамрăксене халалланă çĕнĕ сăввисене вуласа панă.
А. АНДРЕЕВА.
Февраль 2025 |