Библиотекăна – парне

Категория: В РАЙОНЕ Опубликовано: 21.02.2025, 14:11 Просмотров: 92

photo 2025 02 14 14 11 42

Февралĕн 14-мĕшĕнче пур çĕрте те кĕнеке парнелемелли Пĕтĕм тĕнчери кун иртрĕ. Çавна май пиртен кашни ырă ĕç тума пултарчĕ: нумай çулранпа пухса пынă, вуласа тухнă кăларăмсене ытти çынсене усă курмашкăн памалли акцине хутшăнчĕ.

Кăçал ку мероприятире Илепарти Будковсен çемйи уйрăмах палăрчĕ. Иван Сергеевичпа Артур Иванович (ашшĕпе ывăлĕ) библиотекăна 100 яхăн кĕнеке парнелерĕç, çавна май пирĕн фонда самаях пуянлатрĕç. Вулакансем те вĕсемшĕн савăнасса шанса тăратпăр.

Эпир Будковсен çемйине пархатарлă утăм тунăшăн чĕререн тав тăватпăр. Иван Сергеевичпа Артур Ивановича кура ытти çынсем те библиотекăна кĕнекесем илсе килсен питĕ аванччĕ, вара çут тĕнче те ырăрах пулĕччĕ.

З. САФИНА.

Добавить комментарий

Последние комментарии

Архив материалов

Февраль 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 1 2

Праздники