Куславкка муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Алексей Людков хутшăннипе кашни эрнере иртекен канашлура ку хутĕнче патшалăх вăрман фондне кĕрекен территорире пушар хăрушсăрлăхĕ- пе тивĕçтерес ыйтăва пăхса тухрĕç.
Муниципалитет территорийĕ-нче вăрман фончĕ 3709 гектар йышăнать, вăл Сĕнтĕрвăрри лесничествине кĕрет. Пушар тухас хăрушлăх тĕмĕсемпе йывăçсем ÿсекен ялхуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕр лаптăкĕсенче уйрăмах пысăк. Вĕсенче алхасакан вут-çулăм вăрман фондне те çитме пултарать. Хăйсем тĕллĕн ÿсекен тĕмĕсемпе йывăçсем уйрăмах Тĕрлемесри, Тĕмшерти, Куславккари, Елчĕкри тата Пăрмасри территорисенчи пайсенче чылай.
Сĕнтĕрвăрри лесничествин директорĕ Юрий Попов палăртнă тăрăх, вăрман фончĕпе чикĕллĕ çĕр лаптăкĕсен хуçисем вĕсен хушшине 10 метр сарлакăш чухлĕ йывăç-курăкпа çунакан материалсенчен тасатма тата вут-çулăм çулне пÿлме таса тăпра тухиччен 1,4 метр сарлакăш тăрăхсем (канавсем) чавса тухма тивĕçлĕ.
О. МИХАЙЛОВА.
Февраль 2025 |