Ятарлă çар операцийĕ пынă çĕрте маскировка сечĕсем паян питех те кирлĕ. Вĕсемпе çар техникине, окопсемпе блиндажсене витеççĕ. Çапăçусем пынă чухне ку сетьсем тимĕртен тунă тумтире çитмеççĕ, паллах, çапах та пирĕн салтаксем хăйсене хÿтлĕхре туяççĕ.
Пĕтĕм Раççейри пекех, Куславкка округĕнчи ялсенче пурăнакансем те вăй çитнĕ таран çар служащийĕсене пулăшма тăрăшаççĕ. Фронта тĕрлĕ виçеллĕ тата тĕрлĕ тĕслĕ сетьсем тăтăшах ăсатаççĕ. Çăкалăхри çĕнĕ клубра та ĕç кал-кал пырать, хамăр салтаксене мĕнле те пулин пулăшас тĕллевпе кунсерен 7-8 çынран кая мар пухăнать унта, хăшпĕр чухне тата та ытларах. Хĕрарăмсем каçхине 6 сехете пыраççĕ те 9 сехетчен пĕр канми тăрăшаççĕ. Енчен те 2023 çулхи декабрьтен пуçласа 2024 çулхи декабрьччен 24 сетка çыхса ăсатнă пулсан, кăçал январьте кăна эпир 10 сетка çыхма пултартăмăр. Çав хушăрах палăртас пулать, материалсем çитменнипе ытларах чухне вĕсене хамăр пухнă укçапа туянатпăр, вырăнти территори пайĕн пуçлăхĕ Светлана Матанова та ку енĕпе пире пулăшма тăрăшать. 2024 çулта ятарлă çар операцине хутшăнакансене пулăшас тĕллевпе халăхран 83 пин тенкĕ пухрăмăр, çав укçан пĕр пайне сетьсем çыхмалли хатĕрсем туянма уйăртăмăр. Çавăн пекех пирĕн ялти «Çăкалăх хĕрĕсем» ушкăна пĕрлешнисем çар служащийĕсене хавхалантарас тĕллевпе окопра е блиндажра çутма çуртасем хатĕрлесе пачĕç. Хамăр та кашни уйăхра 200-шер тенкĕ пухатпăр, çав укçапа кирлĕ материалсем туянатпăр. Кашни сеть ăшне нускисем, шăл тасатмалли тата хырăнмалли хатĕрсем, шампуньсем, пылак çимĕçсем тата ыттине те хурса яратпăр. Эпĕ хам та 8 мăшăр ăшă нуски çыхса патăм. Светлана Матановăна çăм çиппипе тивĕçтернĕшĕн тавах.
...Историрен пурте аван пĕлетпĕр: Раççей çийĕн инкек сиксе тухсан, ăна хÿтĕлеме çар тумĕ тăхăннисем кăна мар, пĕтĕм халăх кар тăрать. Авалтан çавăн пек пулнă, халĕ те çаплах, малашне те çапла пулĕ. Пир тĕн кашнин пĕр тĕллев – Çĕнтерĕве çывхартмашкăн пулăшмалла.
Л. ФИЛИППОВА,
Çăкалăх ялĕн старости.