Раççейре иртекен «Кĕнекесене юратса парнелĕр» IX акци кăçал Пĕтĕм тĕнчери кĕнеке парнелемелли кунпа пĕр килчĕ. Ку мероприятие нумай çын хутшăнчĕ, çав шутра Куславкка муниципалитет округĕн пуçлăхĕн пресс-секретарĕ, журналист, писатель, спортсмен Олеся Михайлова та.
Вăл Тĕрлемес библиотекине Элиза ятлă хĕрĕпе пычĕ, хăйĕн 2024 çул вĕçĕнче пичетленсе тухнă «Пĕрремĕш çĕнтерÿ. Первая победа» кĕнекине парнелерĕ. Чăвашла çырнă калавĕ-сенче Олеся Владимировна ачалăхне, çемйине тата юлташĕ-сене сăнласа панă.
Кăларăм Чăваш кĕнеке издательствинче кун çути курнă. Çамрăк писателĕн Олеся Михайлован калавĕсем шкулта вĕренекенсене кăна мар, çитĕ-ннĕ çынсене те интереслентерессе шанатпăр, мĕншĕн тесен вĕсенчи сăнарсем туслашма та, юратма та, пурнăçпа савăнма та, аслисене хисеплеме те пĕлеççĕ.
Л. АЛЕКСАНДРОВА.
Август 2026 |
| Пн | Вт | Ср | Чт | Пт | Сб | Вс |
| 27 | 28 | 29 | 30 | 31 | 1 | 2 |
| 3 | 4
|
5 | 6 | 7 | 8 | 9 |
| 10 | 11 | 12 | 13 | 14 | 15 | 16 |
| 17 | 18 | 19 | 20 | 21 | 22 | 23 |
| 24 | 25 | 26 | 27 | 28 | 29 | 30 |
| 31 | 1 | 2 | 3 | 4 | 5 | 6 |
