Диспансеризаци шучĕпе

Категория: В РАЙОНЕ Опубликовано: 28.02.2025, 15:38 Просмотров: 410

Ватлăх енне сулăннă кашни çын паян пысăк хисепре пулмалла, мĕншĕн тесен вĕсем вăрçă нушине те, ун хыççăнхи çулсенчи йывăрлăха та чăтса ирттернĕ. Ветерансем халĕ те чылай енĕпе ырă тĕслĕх кăтартаççĕ, общество пурнăçне хастар хутшăнаççĕ. Çавăнпа пирĕн вĕсен сывлăхне упрамалла, вăрăм ĕмĕр пурăнччăр тесе хамăртан килнине пурне те тумалла.

Куславкка районĕнчи тĕп больницăри мобиллĕ бригада Аслă Отечественнăй вăрçă ветеранĕ-семпе инваличĕсен, вĕсен тăлăха юлнă арăмĕсен, тыл ĕçченĕсен тата вăрçă вăхăтĕнче концентрациллĕ лагерьсенче тытнă çула çитмен çамрăксен сывлăхне кашни çулах диспансеризаци шучĕпе вырăна тухса тĕрĕслет. Февралĕн 13-мĕшĕнче, тĕслĕхрен, 2-мĕш номерлĕ амбулаторире ĕçлекен Людмила Максимова врач-терапевт, Ольга Шихрановăпа Лилия Лашманова медицина сестрисем тăлăха юлнă салтак арăмĕсем патĕнче пулнă, электрокардиограмма тунă. Тепĕр кунне Куснарти фельдшерпа акушер пункчĕн заведующийĕ Александра Короткова тата Галина Долгова врач-терапевт çак ялти тыл ветеранĕсен сывлăхне тĕрĕсленĕ.

Калас пулать, медицинăра тăрăшакансем ветерансен, тăлăха юлнă салтак арăмĕсен, тыл ĕçченĕсен сывлăхĕпе тăтăшах интересленеççĕ, вĕсене диспансеризаци шучĕпе графикпа килĕшÿллĕн тĕрĕслеççĕ.

Р. КОВАЛЕВА.

Добавить комментарий

Последние комментарии

Архив материалов

Апрель 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
31 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 1 2 3 4

Праздники