Пурне те çывăх темăпа

Категория: В РАЙОНЕ Опубликовано: 28.02.2025, 15:39 Просмотров: 415

Çĕр çинчи кашни халăх чĕлхи пуян та илемлĕ, янăравлă та çепĕç, паха та асамлă. Кашни халăхăн хăйĕн историйĕ. Акă мĕншĕн ĕнтĕ тăван чĕлхене кашниех мĕн пĕчĕкрен юратать.

Февралĕн 21-мĕшĕнче эпир тăван чĕлхен пĕтĕм тĕнчери кунне паллă турăмăр. Ăна çĕр чăмăрĕ çинчи чĕлхесене упраса хăварас тĕллевпе йĕркеленĕ. Хамăр хулари вулавăш çуртĕнче «Тăван чĕлхе, эс питĕ илемлĕ!» ятпа краеведени, поэзи каçĕ йĕркелерĕмĕр. Унта хутшăннисем вырăс, чăваш тата тутар халăх поэчĕсем хăйсен тăван чĕлхипе çырнă произведенисене пăхмасăр каласа пачĕç, çав шутра М. Крюковăн «Много языков на свете разных...», П. Хусанкайăн «Тăван чĕлхе» тата «Эпĕ Раççейре пурăнатăп», Я. Ухсайăн «Тăван чĕлхе», Г. Тукайăн «Родной язык» сăввисене те.

Çак тĕлпулу ачасене те, вĕсен пултарулăхĕпе паллашма килнĕ çитĕннĕ çынсене те самаях пĕрлештерчĕ. Ачасен ашшĕ-амăшĕсенчен пĕри юлашкинчен çапла каларĕ: «Тăван чĕлхен пĕтĕм тĕнчери кунĕ кашни чĕлхе илемлĕ пулни çинчен аса илтерет, ытти халăхсен чĕлхипе культурине хисеплеме кирлине палăртать. Паян эпир тĕрлĕ халăхсемпе тата тĕрлĕ культурăпа ытларах та ытларах тĕл пулатпăр, акă мĕншĕн ĕнтĕ ку тема уйрăмах çивĕч тухса тăрать».

Тăван çĕршыв хÿтĕлевçисен уявĕ умĕн шкулта вĕренекенсем ятарлă çар операцине хутшăнакан салтаксем патне çырусемпе открыткăсем çырчĕç, вĕсене уявпа саламларĕç, çирĕп сывлăх сунчĕç, ентешĕсене хăйсен тивĕçне чыслăн пурнăçланăшăн, хăюлăхпа паттăрлăх кăтартнăшăн тав турĕç.

Февралĕн 21-мĕшĕнче эпир библиотекăра «Юнашар тата пĕрле» темăпа йĕркеленĕ патриотизмлă конкурса хутшăнса салтаксем патне çырнă çырусене пăхса тухрăмăр, хак патăмăр. Хамăр çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕсенчен янă çырусем çар служащийĕсене вăй-хал парса тăрсан, вĕсенче тăван килĕсене хăвăртрах каялла таврăнас шанăçа çирĕплетсен эпир тем пекех савăннă пулăттăмăр. Паян пурте çавна çеç кĕтетпĕр.

Февралĕн 22-мĕшĕнче вара библиотекăра «Эпĕ таврăнатăп! Çакна çирĕп ĕненĕр!» ятпа поэзи каçĕ иртрĕ. Мероприятие хутшăннисем «Çĕнтерÿшĕн» ятпа тухнă кăларăмра вырăсла тата чăвашла пичетленнĕ сăвăсене илемлĕ вуларĕç.

Поэзие юратакансем В. Мишшан, А. Шпаннагелĕн, Н. Селезневан, В. Николаевăн, В. Тараватăн, А. Юратун тата ыттисен Тăван çĕршыва чĕререн юратни, çар çыннисен хăюлăхĕ-пе паттăрлăхĕ çинчен çырнă сăввисене пăхмасăр каларĕç. Çак номинацие Ивановсен çемйи хутшăннине те палăртса хăвармалла. Хулари «Радуга» ача садне çÿрекен тăваттăри Егорпа пĕрремĕш класра вĕренекен Кира хăйсем вуланă сăвăсенче ятарлă çар операцинчи ашшĕне аса илчĕç.

Ку мероприятие нумай çын хутшăнчĕ, çитĕннĕ çынсем те, çамрăксем те Тăван çĕршыва хÿтĕ- лекенсене ялан асра тытнине, хисепленине çирĕплетсе пачĕç.

Н. МАЛОВА, Н. ИВАНОВА.

Добавить комментарий

Последние комментарии

Архив материалов

Апрель 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
31 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 1 2 3 4

Праздники