Чи лайăххисенчен пĕри

Категория: В РАЙОНЕ Опубликовано: 28.02.2025, 15:43 Просмотров: 410

mtoklytj md

Нумай пулмасть «Чăваш Республикин 2025 çулхи педагогĕ-психологĕ» професси ăсталăхĕн республикăри конкурсĕн итогĕсене пĕтĕмлетнĕ. Куçăмсăр (заочно) майпа иртнĕ тапхăр программипе килĕшÿллĕн тупăшăва хутшăнакансен хăйсемпе паллаштармалла тата суйласа илнĕ профессие сăнласа памалла пулнă.

Конкурсăн куçăмлă тапхăрĕ Шупашкарти 29-мĕш вăтам шкулта иртнĕ. Унта малтанах вĕренекенсен ашшĕ-амăшĕсемпе ятарлă мероприяти ирттерме, профессипе çыхăннă кăткăс ыйтусене пăхса тухма тивнĕ. Педагогсем валли блиц-интервью та памалла пулнă. Унти ыйтусем пĕтĕмпех вĕренекенсен кулленхи пурнăçĕпе çыхăннă.

Конкурса пурĕ 22 педагог-психолог хутшăннă. Тĕрлемесри вăтам шкулти Татьяна Владимировна Анилина тупăшăвăн чылай енĕпе лайăх кăтартусемпе палăрнă, юлашкинчен лауреатсен йышне лекнĕ. Татьяна Владимировнăна çак профессире малашне те çитĕнÿсемпе ăнăçусем сунатпăр!

К. ГУРЕНЬКОВА,

директорăн воспитани енĕпе ĕçлекен заместителĕ.

Добавить комментарий

Последние комментарии

Архив материалов

Апрель 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
31 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 1 2 3 4

Праздники