Елчĕкри вăтам шкулта 10-мĕш класра вĕренекенсем çак кунсенче «Сăрпа Хусан хÿтĕлев чиккисем» çĕнĕ вăйă вылянă. Çавна май вĕсем ку темăпа хăйсем мĕн пĕлнине тĕрĕслеме пултарнă. Ку вăййа Çĕнĕ Шупашкарти химипе механика техникумĕнчи «Хĕрÿ чĕресем» шырав отрячĕ туса хатĕрленĕ.
Командăсем ятарласа хатĕ-рленĕ карточкăсем çинчи ыйтусем çине хуравланă, тĕрĕс хуравшăн вĕсене балл хушса панă. Викторина-вăйă вĕçленеспе вĕренекенсем çакăн пек пĕтĕмлетÿ тунă: хÿтĕлев чиккисем – тыл ĕçченĕсен вăрçă çулĕсенчи чăн-чăн паттăрлăхĕ.
Сĕтел çинче вылямалли «Сăрпа Хусан хÿтĕлев чиккисем» викторина-вăйă шкул ачисене историе лайăхрах пĕлме пулăшать. Аслă Отечественнăй вăрçă вăхăтĕнче чăваш халăхĕ фронта пулăшас тĕллевпе шартлама сивĕре ырми-канми ĕçленĕ, çавăнпа Чăваш Республикин территорийĕнче хÿтĕ- лев чиккисем тума хутшăннă çынсем фронтовиксем пекех чăннипех те хисепе тивĕçлĕ.