Маскировка тетелĕ салтаксене хÿтĕлетĕр

Категория: В РАЙОНЕ Опубликовано: 07.03.2025, 13:50 Просмотров: 159

IMG 20250131 121710 402 1 2

Ик алла пĕр ĕç, теççĕ. Куславкка округĕнчи Энтри Пасар ялĕнче пурăнакансене пĕр ĕç пĕрлештерет, вĕсем маскировка тетелĕсем çыхаççĕ. Ку ĕçе ял çыннисем 2024 çулхи çуркунне пуçланă.

Окоп çуртисем тунă

– Юрий Зорин депутат сетка çыхмалли материалсене тупса пачĕ, территори пайĕн пуçлăхĕ пулнă Александр Григорьев пуçарнипе йывăç кăшкар турĕç. Малтанхи вăхăтра 30 яхăн çын тухатчĕ, ачасем те пурччĕ, халь çитĕннисем кăна çыхаççĕ, – пĕлтерчĕ ялти шкул учителĕ Алена Турганова. Унăн ĕçтешĕсем Вера Соколовăпа Кира Иванова та эрнере пилĕк кун Культура çуртне тетел çыхма çÿреççĕ. «Окоп çуртисене тума шкул ачисене те явăçтартăмăр, – калаçăва малалла тăсрĕ Алена Петровна. – Салтаксем патне çырусем, открыткăсем яратпăр. Çар çыннисемпе тĕлпулу ирттертĕмĕр. Тĕрлĕ акцие те хутшăнатпăр. Ашшĕ-амăшĕпе пĕрле салтаксем валли посылкăсем хатĕрлетпĕр. Ĕçре ывăнатпăр пулин те тетел çыхма каймасан чун вырăнта мар пек. Ыркăмăллăх ĕçĕ ял çыннисене пĕрлештерет, çывăхлатать. Кунта эпир юрлатпăр, калаçатпăр, çуралнă кунсене паллă тăватпăр. Малтан çăмăлрах мелпе çыхаттăмăр, халĕ – кăткăсраххипе. Унччен икĕ сехетре икĕ сетка тăваттăмăр, халĕ пĕрререн ытла пулмасть. Кашни клеткăна вăрçă пĕттĕр тесе çыхатпăр, пирĕн тетелсем темиçе çынна та пулин çăлса хăварасса шанатпăр. Кунта çÿрекенсенчен чылайăшне СВО тÿрремĕнех пырса тивет, çавăнпа пĕр ÿркенмесĕр килеççĕ: камăн ывăлĕ, кĕрÿшĕ, камăн çывăх тăванĕ тăшманпа çапăçать»,– куççульне шăлчĕ Алена Турганова. Энтрипасарсем ку таранччен 170 ытла тетел калăпланă.

Сеткăпа спанбодне туянма халăх укçа пуçтарать. Александр Константинов водитель материалсене хуларан илсе килет. Хатĕр тетелсене «Зов Чувашии» фонда леçеççĕ, уйрăм çынсенчен те парса яраççĕ. Ĕçе Альбина Иванова йĕркелесе пырать. «Салтаксем патне куллен кирлĕ япаласем те пухса парса яратпăр. Пурин патне те çитеççĕ. Пахчаçимĕçе типĕтмешкĕн Куславккана леçетпĕр», – каласа кăтартрĕ Альбина Владимировна. Унăн ывăлĕ ятарлă çар операцине мобилизаци вăхăтĕнче лекнĕ.

Тетеле икĕ сменăпа çыхаççĕ. Кăнтăрла аслă ÿсĕмрисем тăрăшаççĕ, ыттисем каçхине ĕç хыççăн тухаççĕ. Ырă ĕçе энтрипасарсем кăна мар, кÿршĕ ялсем те хутшăнаççĕ. Тĕслĕхрен, Алена Аникинăпа Нина Егорова Кармал ялĕнчен икĕ çухрăм утаççĕ. Индюковсем, Трофимовсем, Тимофеевсем тетел çыхма икшерĕн çÿреççĕ.

Алсиш-нуски çыхаççĕ

Кăнтăрлахи сменăра ватă çынсем (8-10 çын) ытларах. Вĕсем ку ĕçе иртнĕ çулхи ноябрьте пуçăннă. Акă, Людмила Владимировăпа Ольга Федорова Çĕньялтан килеççĕ. «Килте ахаль ларас вырăнне салтаксене пулăшни пĕлтерĕ- шлĕрех. Кунта килсен çынпа калаçатăн, уçăлса çÿретĕн», – терĕ 76-ри Ольга Михайловна. Вăл ялти «Заря» совхозра, райпора бухгалтерта вăй хунă. Людмила Фадеевна Энтри Пасар ял Советĕнче 27 çул секретарьте тăрăшнă. 5 ача çуратса ÿстернĕскер, халĕ пĕчченех пурăнать. «СВО хăвăртрах пĕтессе кĕтетпĕр, салтаксене усă пултăр тетĕп», – терĕ вăл. Людмила Владимирова салтаксем валли алсиш-нуски те çыхать. Тĕслĕхрен, пĕр эрнере 5 мăшăр нуски çыхнă. Пушă вăхăтра кинемей кĕнеке вулама юратать, алĕç тăвать. «Халь унчченхи пек выльăх-чĕ-рлĕх нумай усрамастпăр, чăх-чĕппе хур-кăвакал кăна тытатпăр. Аван пурăнатпăр, хуларинчен пĕрре те кая мар. Çулсем туса панă, шыв килех кĕрет, çурта газпа ăшăтатпăр. Ку енĕпе Чăваш Енре питĕ нумай ĕç тунă, ытти регионта апла мар. Ял халăхĕпе пухăнса пĕтĕм ĕçе тăватпăр. Акă, шыв башни çĕмĕрĕлчĕ те юсарăмăр», – кăмăлне ирĕке ячĕ 74 çулти хĕрарăм. Унăн аппăшĕ Фея Павлова та ыркăмăллăх ĕçĕнчен юлмасть. «Йывăр ĕç мар ку. Пулăшу пултăр, ентешсем çĕнтерÿ- пе таврăнччăр хăвăртрах», – терĕ педагогика ĕçĕн ветеранĕ. Фея Фадеевна Энтри Пасар шкулĕнче 40 çула яхăн вырăс чĕлхипе литератури вĕрентнĕ. Сăмах май, икĕ пĕртăван Вăрмар районĕнчи Шăплат ялĕнче çуралнă, ашшĕ вилсен çемье Энтри Пасарне куçса килнĕ.

64-ри Галина Ильинапа 70-ти Зинаида Даниловăна ырă ĕç кăна çыхăнтармасть, иккĕшĕ те апатлану предприятийĕнче ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнă. Зинаида Никифорова повара вĕреннĕ те малтан Тĕрлемесре тăрăшнă, Энтри Пасар каччипе çемье çавăрсан кунти столовăйра çынсене тутлă апатпа сăйланă. Вăл ялти кафере 20 çул ытла вăй хунă. Галина Михайловна та çавăнтах ĕçленĕ. «Çулла пахчара тăрмашатпăр, хĕлле юрпа кĕрешетпĕр. Кăçал юр та çук. Телевизор пăхса лариччен кунта килес терĕм», – терĕ Зинаида Данилова. Вăл та салтаксем валли нускисем çыхать.

Маскировка тетелĕ çыхакансене пĕлтĕр «Зов Чувашии» фонд тата республикăн Патшалăх Канашĕн депутачĕ Юрий Зорин тав хучĕ-семпе чысланă.

А. МИХАЙЛОВ.

(«Хресчен сасси» хаçатран»).

Добавить комментарий

Последние комментарии

Архив материалов

Март 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
24 25 26 27 28 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

Праздники