Чăваш Енре «Демографи» наци проекчĕпе килĕшÿллĕн республикăри амăш (çемье) капиталĕпе малалла усă кураççĕ. Куславкка муниципалитет округĕнчи Шăнчасра пурăнакан Яковлевсен çемйи сахал тупăшлисен шутĕнче пулнăран республикăри амăш капиталĕпе паракан укçана илме, автомобиль туянма йышăннă.
Ольга Николаевна халăха социаллă пулăшу паракан пая пынă, унта ĕçлекенсемпе канашланă хыççăн Патшалăх пулăшăвĕн порталĕ урлă заявлени çырса панă.
Яковлевсен çемйинче тăватă ача çитĕнет. Аслă хĕрĕ Валерия Вайлдберризра ĕçлет. Ывăлĕ Всеволод – пулас электромонтер, вăл Шупашкарти электромеханика колледжĕн студенчĕ. Кĕçĕннисем – Николайпа Варвара – «Пчелка» ача садне çÿреççĕ. Ольга Куславккара «Почта России» акционер обществин почта уйрăмĕнче начальник заместителĕ пулса тăрăшать. Мăшăрĕ хăйĕн валли хăй ĕç тупнă.
«Эпир ялта пурăннăран, пирĕн çемьене автомашина питĕ кирлĕ. Ачаллă çемьесем патшалăх пулăшăвĕпе усă курма пултарнине пĕлсе тăма аван. Çавăнпа нумай ачаллă çемьесене самаях пысăк пулăшу панăшăн пысăк тав!» – тет Ольга Николаевна.
Республикăри амăш (çемье) капиталĕн укçипе пурнăç условийĕсене лайăхлатмашкăн, ачана (ачасене) пĕлÿ памашкăн, таварсем туянмашкăн тата ытти хăшпĕр тĕллевпе усă курма пулать. Пурăнмалли çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатма кирлĕ мар пулсан, 2022 çулхи январĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа республикăри амăш (çемье) капиталĕн укçипе çавăн пекех автомомашина туянма пулать.
В. ЕГОРОВА.
Март 2025 |