Çак ÿкерчĕк çинчи Ольга Юрьевна Васильева хамăр округри Елчĕк ялĕнчи Васильевсен хресчен-фермер хуçалăхĕнче бухгалтер шутланать. Çемье ĕне ферми тытать.
Ольгăна мĕн пĕчĕкренех ĕçлеме хăнăхтарнă, аслисене хисеплеме, ватăсене пулăшма вĕрентнĕ. Вăл пурнăçри тĕллевне юратнă ачисенче тата ашшĕ-амăшĕн ватлăхĕ канлĕ пулнинче курать. Тĕрлĕ документсемпе ĕçлеме килĕштернĕрен, Ольга Васильева мăшăрне пулăшас туртăмпах бухгалтера вĕренсе тухнă. Тăрăшнине кура пурте ăнăçлă пулса пырать. Кăткăсрах ыйту сиксе тухас пулсан, вăл ĕçтешĕ-сенчен пулăшу ыйтма та именмест.
– Нумай çул ĕçлесен опыт та пухăнать, пĕлÿ те ÿсет, çавăнпа пĕр вырăнта тăмалла мар, тĕллев лартмалла та ăна пурнăçлама тăрăшмалла, – тет Ольга Юрьевна.
О. МИХАЙЛОВА.
Август 2026 |
| Пн | Вт | Ср | Чт | Пт | Сб | Вс |
| 27 | 28 | 29 | 30 | 31 | 1 | 2 |
| 3 | 4
|
5 | 6 | 7 | 8 | 9 |
| 10 | 11 | 12 | 13 | 14 | 15 | 16 |
| 17 | 18 | 19 | 20 | 21 | 22 | 23 |
| 24 | 25 | 26 | 27 | 28 | 29 | 30 |
| 31 | 1 | 2 | 3 | 4 | 5 | 6 |
