Елчĕк тăрăхĕ талантсемпе пуян

Категория: В РАЙОНЕ Опубликовано: 07.03.2025, 13:54 Просмотров: 145

DSC 6918

Февраль уйăхĕн юлашки кунĕнче округри илемлĕ пултарулăх коллективĕсен çулсерен иртекен смотр-отчечĕ пуçланчĕ. Пĕлтĕрхи пекех, кăçал та сцена çине чи малтан Елчĕкри территори пайне кĕрекен ялсенчи культура ĕçченĕсем тухма тивĕçлĕ пулчĕç. Çак çул смотр-отчета Раççейри Çĕршыв хÿтĕлевçисен, Чăваш Республикинчи Çĕнтерÿпе патриотизм çулталăкне халалланă.

Хăйсем тĕллĕн вĕреннĕ артистсем 23 номертен тăракан тĕрлĕ жанрлă программа хатĕ-рленĕ. Концерт вăхăтĕнче уйрăм юрăçсем те, вокал ансамблĕсем те, ташă коллективĕсем те хăйсен пултарулăхне туллин кăтартса пама пултарчĕç. Программăна Елчĕк шкулĕнчи Надежда Грачева ертсе пыракан «Созвездие» хореографи ансамблĕ «Вăрçă ачисем» ташăпа пуçларĕ, çак коллективах ăна чи юлашкинчен патриотизм майлă «Я, ты, он, она!» композиципе вĕçлерĕ. Сăмах май каласан, мирлĕ пурнăçа сăнлакан ташăсем те кăтартрĕç вĕренекенсем. Патриотизм тематикине вара 16 çынран тăракан хор малалла тăсрĕ, «Шурă çÿçлĕ салтак», «Тăван çĕршыв» ятлă юрăсене чуна хумхантармалла шăрантарчĕ. Аманикри «Шуçăм» вокал ансамблĕ Юрий Трифонов аккомпаниатор хатĕрленипе куракансене пурте лайăх пĕлекен чăваш тата вырăс халăх юррисемпе савăнтарчĕ. Сăмах май каласан, талантлă купăсçă нумай çулранпа илемлĕ пултарулăх коллективĕсене смотр-отчета, ялсенчи, округри культурăллă-массăллă мероприятисене, тĕрлĕ уявсемпе конкурссене хутшăнма хатĕрлет.

Шкулта вĕренекенсем Алина Даниловăпа Ольга Ершова Аслă Отечественнăй вăрçăпа çыхăннă юрăсене салтак тумĕсене тăхăнса юрласа пачĕç. «Салтак çырнă виç кĕтеслĕ çырусем» юрăпа аманиксем те сцена çине çар тумĕсемпе тухрĕç. Вĕсем хаяр вăрçă çулĕсенче ватти-вĕтти Çĕнтерĕве çывхартма, çĕршыва пулăшма кар тăнине аса илтерчĕç. Хамăр паттăрсене эпир ялан асра тытма тивĕçлĕ, çавна шута илсе кунта видео хатĕ-рленĕччĕ, унта Елчĕкри территори пайĕнчи ялсенче пурăннă, Аслă Отечественнăй вăрçа хутшăннă, Тăван çĕршыва хÿтĕлесе вăхăтсăр пуç хунă паттăрсене, тыл ĕçченĕсене, ятарлă çар операцийĕнче мобилизаци шучĕпе, контракт çырса çапăçакан çамрăксене ятран аса илчĕç.

«Дарина» вокал ансамблĕ вара залра ларакансене (Ирина Наумова, Ирина Данилова, Галина Осипова) «Баллада о военных летчиках» юрă парнелерĕ. Ксения Моряшовăна та палăртса хăвармалла, юлашки вăхăтра вăл патриотизм майлă юрăсене час-часах шăрантарать халăх умĕнче. Иван Васильевпа Ирина Наумова сăвă илемлĕ каланипе палăраççĕ. Ку хутĕнче те куракансем чылайчен алă çупрĕç вĕсем хыççăн.

Отчетлă концерта курма халăх нумаййăн пухăннăччĕ. Елчĕк тăрăхĕнче чăннипех те пултаруллă çынсем пурăнни никамшăн та вăрттăнлăх мар. Вера Терентьева ертсе пыракан «Любава» тата «Волжаночка» халăх ансамблĕсен репертуарĕ-сенчи юрăсене пур çĕрте те куракансем хапăл туса йышăнаççĕ, хăйсем тĕллĕн вĕреннĕ артистсене сцена çинчен ярасшăн мар. Есенина Федорова юрланă «Чудо-балалайка» юрра та килĕ-штерчĕç залра ларакансем.

Елчĕксем смотр-отчета мĕнле хатĕрленнине хак пама февралĕн 28 - мĕшĕнче районти Культура çуртĕнчен илемлĕ пултарулăх ертÿçипе Ирина Кашаевăпа пултарулăх жанрĕ-семпе ĕçлекен специалист Анна Заказова пынăччĕ. Ирина Анатольевна каланă тăрăх, концерта хутшăннă кашни çын хăйĕн пултарулăхĕпе палăрчĕ, кашниех куракансене савăк кăмăл-туйăм парнелерĕ. Смотр-отчетăн тĕп тематикине туллин уçса пачĕç: иртнине аса илчĕç, хальхине куç умне кăларчĕç, малашне пурте лайăх пулассине ĕненнине çирĕплетрĕç. Эпир, çак çĕр çинче пурăнакансем, çĕршыв хÿтĕлевçисене ялан асра тытма тивĕçлĕ. Вĕсем пире мирлĕ пурнăç парнеленĕ.

В. ВОРОБЬЕВА.

Добавить комментарий

Последние комментарии

Архив материалов

Март 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
24 25 26 27 28 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

Праздники