Куславккари тĕп библиотека пурнăçласа пыракан «Этем пурнăçĕнчи компьютер технологийĕсем» проекта тĕпе хурса хулара пурăнакансене хамăр патра вĕрентме шутларăмăр. Вĕсенчен чылайăшĕ компьютерпа ĕçлеме, Microsoft Word программăпа тухăçлă усă курма хăнăхрĕ.
Заняти вăхăтĕнче пĕр-пĕр текст çырма кирлĕ документсемпе мĕнле ĕçлемеллине, ăна мĕнле юсамаллине, кирлĕ шрифт суйласа илмеллине, текст виçипе тĕсне улăштармаллине, таблицăсемпе ÿкерчĕксене мĕнле кĕртсе лартмаллине, документсене пичете мĕнле хатĕ-рлемеллине кăтартса патăмăр.
Хăйсен пĕлĕвне ÿстерес, компьютер технологийĕсене лайăхрах алла илес текенсене эпир библиотекăра яланах хапăл туса кĕтсе илетпĕр.
Л. ЧЕЛДРИКОВА,
библиотекарь.
Март 2025 |