Хуçалăхсем çуракине хатĕрленеççĕ

Категория: В РАЙОНЕ Опубликовано: 07.03.2025, 13:56 Просмотров: 147

Кăçал округри хуçалăхсенче пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене 10200 гектар (иртнĕ çулхипе танлаштарсан, 102,4 процент чухлĕ) акса хăварма пăхнă. Çĕрулми 420 гектар йышăнмалла, пĕлтĕр ăна 416 гектар лаптăкра туса илнĕ, пахчаçимĕçе вара иртнĕ çулхи шайрах – 140 гектар çинче çитĕнтерме планланă.

Кĕрхи пĕрчĕллĕ культурăсене 2024 çулта 3400 гектар, çав шутра кĕрхи тулă – 2855, кĕрхи ыраш – 465, кĕрхи вика 80 гектар акса хăварнă, 6800 гектар лаптăкра çĕртме сухи тунă.

Кăçал уй-хирти çурхи ĕçсене пурнăçлама пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсен вăрлăхĕ халлĕ-хе 1323 тонна, çав шутра элита вăрлăх 209 тонна пур. Çавăн пекех 1 - 4- мĕш репродукциллĕ вăрă 594 тонна, сортлă мар вăрлăх 520 тонна хатĕр, 843 тонна вăрлăха тĕрĕслеме ăсатнă. Çав шутра 838 тонни е 99 проценчĕ кондициллĕ шутланать. Çуракине йĕркеллĕ ирттерме 2192 тонна вăрлăх кирлĕ пулать, çавăнпа хăшпĕр хуçалăхсем элита вăрлăх туянма шутлаççĕ. «Родина» СХПК, «Велес» Агрофирма» ООО, В. Гуреньковпа И. Семеновăн хресчен (фермер) хуçалăхĕсем ăна туянма договорсем туса хатĕрленĕ.

Çĕрулми вăрлăхне илес пулсан, вăл 1334 тонна пур, тĕрĕсрех каласан, лартма çителĕклĕ. Ÿсентăрансене хими меслечĕпе хÿтĕлемелли шĕвексемпе хатĕрсене хуçалăхсем акана тухас умĕн туянма тытăнаççĕ. Минераллă удобренисем çуракине йĕркеллĕ ирттерсе яма 530 тонна кирлĕ пулаççĕ, халлĕхе вара 400 тонна турттарса килнĕ, тепĕр 130 тонна кирлĕ пулать. Хуçалăхсем ку енĕпе малалла ĕçлеççĕ. Çунтармалли - сĕрмелли материалсем пирки калас пулсан, вĕсене паянхи куна 170 тонна хатĕрленĕ. Ку калăпăш çуракине тухма çитет, ыттине майĕпен турттарса пырĕç.

Уй-хирти çурхи ĕçсене шутлă кунсенче тата пахалăхлă пурнăçлама округри ялхуçалăх организацийĕсенче 187 единица трактор кирлĕ пулать, техникăн 98 процентне çуракине тухма хатĕ-рлесе çитернĕ. Анчах та çакна ялан асра тытмалла: юсавлă пулнипе пĕрлех хăрушсăрлăх техники ыйтнине те тивĕçтермелле.

М. КВАСКОВА,

Куславкка муниципалитет округĕн администрацийĕн ялхуçалăхĕпе экологи пайĕн начальникĕ.

Добавить комментарий

Последние комментарии

Архив материалов

Март 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
24 25 26 27 28 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

Праздники