Чечексен тĕнчинче

Категория: В РАЙОНЕ Опубликовано: 07.03.2025, 13:58 Просмотров: 151

Куславкка муниципалитет округĕн тĕп библиотекинче Пĕтĕм тĕнчери хĕрарăмсен кунне – мартăн 8-мĕшне халалласа чечексемпе илем тĕнчи уçăлчĕ.

Çурхи ăшă та хитре çанталăкпа хавхаланса, эпир куславккасем тата хула хăнисем валли ятарласа çав тери чаплă чечексене сăнланă картинăсен выставкине йĕркелес терĕмĕр.

Унта живопиçе юратакан вырăс тата ют çĕршыв ăстисен ĕçĕсемпе паллашма пулать. Чăваш Ен художникĕсен пултарулăхне уйрăмах пысăк тимлĕх уйăрнă. Викентий Лукьянов, Алексей Кокель, Геннадий Козлов, Моисей Спиридонов картинисем чуна тыткăнлаççĕ. Выставкăн кашни кĕтесĕнче илемлĕ чечексене – шурă, кĕрен, хĕрлĕ çеçке çурнă пионсене, хризантемăсемпе чаплă розăсене ?кĕлчечексене%, георгинăсемпе тюльпансене, сиреньсене тата ыттисене – курма пулать.

Çак выставкăна пыракансене тĕрлĕ тапхăрта тата тĕрлĕ майпа ÿкернĕ картинăсемпе паллашма сĕнетпĕр. Вĕсене пурне те çутçанталăка юратни, унăн илемĕпе киленни пĕрлештерсе тăрать.

З. САФИНА.

Добавить комментарий

Последние комментарии

Архив материалов

Март 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
24 25 26 27 28 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

Праздники