Сиенлĕ йăласене пĕтермелле

Категория: В РАЙОНЕ Опубликовано: 14.03.2025, 15:24 Просмотров: 55

Мартăн 12-мĕшĕнче Кунерти вăтам шкулта ачасемпе çамрăксем хушшинче сиенлĕ йăласем сарăласран асăрхаттармалли уйăхлăхпа килĕшÿллĕн «Мĕншĕн-ха хăшпĕр йăлана сиенлĕ тесе калаççĕ?» темăпа ятарлă калаçу иртрĕ. Сăмах, тĕпрен илсен, алкоголизм, токсикомани, наркомани тата пирус туртни çинчен пычĕ.

Шкулта вĕренекенсем çак калаçу вăхăтĕнче сиенлĕ йăласем организма хавшатни, çавна пула çын тĕрлĕ чир-чĕрпе чирлеме тытăнни çинчен пĕлчĕç. Тĕслĕхрен, эрех-сăрана тăтăшах ĕçекен чĕре-тымар чирĕсемпе аптăрама тытăнать, унăн пĕверĕ тата шалти ытти органĕсем начар ĕçлеме пуçлаççĕ. Пирус туртакан çыннăн чи малтанах ÿп- ки, чĕрипе юн е лимфа куçакан хăвăл тымарсем сиенленеççĕ. Çакă юлашкинчен инфаркт е инсульт патне илсе çитерет.

Наркотиксем те аталанакан организма хăрушлăх кăларса тăратаççĕ. Вĕсемпе алхасакансен психики пăсăлать тата наркомансем нумай пурăнаймаççĕ, çамрăклах вилеççĕ. Çавăн пекех вăхăтра апат çименни те, хусканусемсĕр пурăнни те тĕрлĕ чир-чĕр патне илсе çитерет.

Сиенлĕ йăласене пула кăмăл-туйăм час-часах пăсăлать, ыйхă вĕçет, ĕçлес килменни палăрать. Çавăнпа ялан асра тытмалла: сиенлĕ йăласенчен хăтăлмалла, уçă сывлăшра ытларах уçăлса çÿреме тăрăшмалла. Сывлăхлă пурнăç йĕркине тытса пыракансем чирлемеççĕ, кашни кунпа савăнса вăрăм ĕмĕр пурăнаççĕ.

Е. ТЕБАКОВА.

Добавить комментарий

Последние комментарии

Архив материалов

Март 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
24 25 26 27 28 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

Праздники