Кăçал çуркунне ир килчĕ. Çавна шута илсе, Чăваш Республикинчи çĕрĕçченĕсем уй-хирти çурхи ĕçсен пĕрремĕш тапхăрне пурнăçлама тытăннă. Ялхуçалăх министерстви пĕлтернĕ тăрăх, мартăн 10-мĕшĕнче Çĕрпÿ округĕнчи «ВДС» ООО механизаторĕсем «Бирюза» ятлă кĕрхи тулă калчисене минераллă удобренипе апатлантарма тухнă. Хăйсем тĕллĕн çÿрекен «Туман-2» тата «Туман-3» агрегатсемпе вĕсем ку ĕçе пĕрремĕш кунах 80 гектар çинче пурнăçланă. Асăннă хуçалăхра кĕрхи культурăсен пĕтĕмĕшле лаптăкĕ 2400 гектарпа танлашать.
Куславкка муниципалитет округĕнчи хуçалăхсенче те тракторсене, хăйсем тĕллĕн çÿрекен машинăсемпе прицепсене уя тухма хатĕрлесе çитернĕ. Чăваш Ен Патшалăх техника надзорĕн Вăрмарпа Куславкка округĕсем тăрăхĕнчи инспекцийĕн ертÿçи В. Николаев мартăн 18-мĕшĕнче графикпа килĕшÿллĕн Якуньккăра Василий Николаевичпа Иван Васильевич Семеновсен хресчен (фермер) хуçалăхĕнчи техника, 18 тата 54 единица шутланаканскер, çуракине хатĕр пулнине пырса çирĕплетĕ. Тепĕр 2 кунран «Родина» ялхуçалăх производство кооперативĕн машинăпа трактор паркĕнче техосмотр ирттерме пăхнă. Унта 18 тĕрлĕ техника шутланса тăрать, хресчен (фермер) хуçалăхне тытса пыракансен тата уйрăм çынсен аллинче 12 единица техника хатĕрĕ пур.
Тепĕр эрнере комисси членĕ-сем «Куснар» агрофирмăра, Геннадий Николаевич Сорокин хресчен (фермер) хуçалăхĕнче, тулли мар яваплăхлă «Вега» обществăра пулĕç. Муниципалитет округĕнчи ытти ялхуçалăх организацийĕсенче тата хресчен (фермер) хуçалăхĕсенче çулсерен йĕркелекен техосмотра графикпа килĕшÿллĕн апрель уйăхĕнче ирттерме палăртнă.
Чăваш Ен Патшалăх техника надзорĕн Вăрмарпа Куславкка округĕсем тăрăхĕнчи инспекцийĕн ертÿçи В. Николаев каланă тăрăх, техосмотр вăхăтĕнче комисси членĕсем руль таврашĕ, тормоз системи мĕнле пулнине ытларах тимлеççĕ. Василий Владимирович куславккасем хуть те мĕнле йышши техникăна та вăхăтра юсанине, унпа пĕлсе тата тĕрĕс ĕçленине палăртать.
В. ВОРОБЬЕВА.
Март 2025 |