Республикăри Ĕçлев министерствин Куславккари комплекслă центрĕнчи ватă çынсемпе инвалидсем стационарлă пулăшупа усă куракан уйрăмра «Çемье» наци проекчĕн «Аслă ăру» федераллă проектне тĕпе хурса «Социаллă туризм» ятлă тепĕр проекта пурнăçа кĕртеççĕ.
Асăннă центрта социаллă пулăшу илекенсем нумай пулмасть хамăр хулари Н. И. Лобачевскин Музей-çуртĕнче пулчĕç, унта тĕнче наукин историйĕнче тивĕçлипе палăрнă чаплă ученăй-математикăн пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлĕ çинчен каласа панине итлерĕç.
Музее пынă кун вĕсем çавăн пекех тĕп залсенче экскурсире пулчĕç: Лобачевскин япалисемпе, унăн наука енĕпе çырнă ĕçĕсемпе тата вăл усă курнă инструментсемпе паллашрĕç. Палăртма кăмăллă, кунти экскурсоводсем пулас ученăй Хусанти арçынсен гимназийĕнче тата Император университетĕнче вĕреннĕ çулсемпе, неевклид геометрине уçнипе, Куславккари именире пурăннă вăхăтпа çыхăннă интереслĕ фактсем нумай каласа параççĕ.
Музейре пулни пурнăçра йывăрлăха лекнĕ çынсене обществăра хăйсене ыттисемпе пĕр тан тытма, çĕршывра культурăра тата наукăра юлашки çулсенче пулса иртнĕ çĕнĕлĕхсене пĕлсе тăма, тавракурăма ÿстерме, çавăн пекех çĕннине нумай пĕлме пулăшать.
«Чаплă математикăн Лобачевскин музейне çитсе куртăмăр, пире унта пурте килĕшрĕ! Çак тĕлĕнмелле пултаруллă математикăн идейисем пĕтĕм тĕнче наукишĕн тем пекех кирлĕ пулнине ăнланса илтĕмĕр. Наукăпа тата культурăпа интересленекенсене пурне те Куславккари тĕлĕнмелле пуян музее пырса курма сĕнетĕп!» – хăйĕн шухăшне хавхаланса пĕлтерчĕ социаллă пулăшусем илекен Юрий Отличный.
Е. ЧАПУРИНА.
Март 2025 |