Хĕрарăмсем хушшинче

Категория: В РАЙОНЕ Опубликовано: 14.03.2025, 15:27 Просмотров: 71

Энтри Пасарĕнчи территори пайĕн Культура çуртĕнче мартăн 8-мĕшĕнче йăлана кĕнĕ йĕркепе Пĕтĕм тĕнчери хĕрарăмсен кунне халалласа волейболла вылякансен турнирĕ иртрĕ.Округ пуçлăхĕ Алексей Людков ячĕпе спорт уявĕпе унта пухăннисене муниципалитет администрацийĕн ертÿçин социаллă ыйтусемпе ĕçлекен заместителĕ – вĕренÿ-пе çамрăксен политикин пайĕн начальникĕ Надежда Лукинова саламларĕ, çирĕп сывлăх, ăнăçусем тата спортпа туслă пулма сунчĕ.

Çурхи чаплă уяв ячĕпе хĕрарăмсене çавăн пекех Куславкка муниципалитет округĕн спорт пайĕн специалисчĕ Любовь Чернова, ăмăртусен тĕп судйи Герман Соколов та ăшшăн саламларĕç, пурнăçра ыррине кăна сунчĕç.

Шăпа янă хыççăн командăсем икĕ ушкăна пайланчĕç. Пĕрремĕшĕнче Энтри Пасарĕн 1-мĕш, районти тĕп больницăн тухтăрĕсен тата Елчĕкри вăтам шкул командисем пулчĕç, тепринче – Энтри Пасарĕн 2-мĕш, Куславкка хулин «Платина» тата «Крутышка» командисем. Çак турнира волейбол вăййине халăх хушшинче сарас, спортри ăсталăха ÿстерес, вăйлă волейболистсене тупса палăртас, сывă пурнăç йĕркине тытса пырас тĕллевпе çулсерен йĕркелеççĕ.

Тĕлпулусем питĕ интереслĕ иртрĕç. Пурте çĕнтерме тăрăшрĕç, çапах та ăмăртусене хутшăнма чылай малтан хатĕрленни тата волейболистсем пĕр-пĕрне çур сăмахран тенĕ пек ăнланни командăсем хушшинче чи вăйлисене палăртма май пачĕ. Спорт залĕн иккĕмĕш хутĕнче спонсорсем пулăшнипе çак вăййа юратакан арçынсем «çавра сĕтел» йĕркелерĕç.

Тĕлпулусем чăннипех те çивĕч иртрĕç. Анчах та Энтри Пасарĕн 1-мĕш командин волейболисчĕсене çитекеннисем пулмарĕç, вĕсемех çĕнтерÿçĕ пулса тăчĕç. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене хулари «Платина» тата Энтри Пасарĕн 2-мĕш командисем йышăнчĕç..

Г. СОКОЛОВ.

Добавить комментарий

Последние комментарии

Архив материалов

Март 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
24 25 26 27 28 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

Праздники