Сывлăх – пысăк пуянлăх

Категория: В РАЙОНЕ Опубликовано: 14.03.2025, 15:27 Просмотров: 61

«Чир-чĕр лекесрен асăрхаттарма çăмăлрах, сиплеме вара – йывăртарах», – тесе каланине час-часах илтме пулать. Вăраха кайнă чир пулсан та вăл малалла аталаннипе аталанманнине хушăран хушă сывлăха тĕрĕслеттерсе пĕлсе тăма пулать.

Çакна шута илсе пирĕн çĕршывра тÿлевсĕр диспансеризаци ирттереççĕ те. Аслă Отечественнăй вăрçă ветеранĕсен, тыл ĕçченĕсен, вăрçă ветеранĕсен тăлăха юлнă арăмĕсен тата çамрăклах концлагерьсенче хĕн-асап тÿснĕ çынсен сывлăхне упрас тĕллевпе кашни çулах тухтăрсем вĕсем патĕнче пулаççĕ, диспансеризацине явăçтараççĕ.

Тĕрлемесри пĕтĕмĕшле врач (çемье) практикин уйрăмĕнче тăрăшакан Надежда Валерьевна Фадеева терапевт çак кунсенче çакнашкал ватăсенчен пĕрин патĕнче пулнă. Вăл ватлăх енне сулăннă хĕрарăм хăйне мĕнле туйнипе интересленнĕ, кирлĕ анализсем илнĕ.

«Эпĕ унăн сывлăхне уйрăмах тĕплĕн тĕрĕслерĕм, мĕншĕн тесен ман умра чăн-чăн паттăр пулчĕ. Пирĕн тивĕç – пурнăçра тем те курнă ватă çынсемшĕн тăрăшасси, вĕсене пурăннă вырăнтах пахалăхлă медицина пулăшăвĕпе тивĕçтересси», – тет Надежда Валерьевна.

Р. КОВАЛЕВА.

Добавить комментарий

Последние комментарии

Архив материалов

Март 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
24 25 26 27 28 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

Праздники