Февралĕн 10-мĕшĕнчен тытăнса апрелĕн 10-мĕшĕччен республикăра Раççей Федерацийĕ-нчи Çĕршыв хÿтĕлевçисен çулталăкне тата Чăваш Енри Çĕнтерÿпе патриотизм çулталăкне халалласа «Салтак патне – Мăнкун открытки» ятлă ятарлă акци пырать.
Ăна çула çитмен ачасемпе çамрăксенче ăстăнпа нравственность пахалăхĕсене, патриотла ăнланулăха, Çĕршыв хÿтĕлевçисене хисеплес туйăма аталантарас, вĕсен гражданла яваплăхĕн шайне ÿстерес тĕллевпе ирттереççĕ. Ку акцие çавăн пекех ăрусем хушшинчи çыхăнăва çирĕплетме, мире, хамăр çĕршыв лăпкăлăхне хÿтĕлекен çар служащийĕсене тав тума, вĕсен мораль тĕлĕшĕнчи тата çарти хăюлăхне тытса пыма йĕркелеççĕ.
Куславккари ачасен «Ылтăн алăсем» пултарулăх пĕрлешĕвне çÿрекенсем те республикăри акцие хастар хутшăнаççĕ. Вĕсем салтаксем валли Мăнкун ячĕпе илемлĕ открыткăсем туса хатĕрлерĕç, уяв парнисем хамăр ентешсен кăмăл-туйăмне çĕклессе, ятарлă çар операцийĕ вăхăтĕнчи йывăр кунсене кăштах та пулин манма пулăшасса шанса тăраççĕ. Ачасем çак открыткăсенче çавăн пекех часах çĕнтерессе шаннине пĕлтереççĕ, салтаксене ырлăх-сывлăх тата хăвăртрах киле таврăнма сунаççĕ.
Уяв умĕн çак открыткăсене пурне те ятарлă çар операцине хутшăнакансем патне илсе çитерĕç.
Т. СИДЯКОВА,
Куславккари ачасен пултарулăх центрĕн хушма вĕренÿ педагогĕ.
Март 2025 |