Правасене пĕлмелле, хÿтĕлемелле

Категория: В РАЙОНЕ Опубликовано: 21.03.2025, 14:50 Просмотров: 498

Мартăн 15-мĕшĕнче Пĕтĕм тĕнчере потребительсен прависене хÿтĕлемелли куна паллă турĕç.

Пирĕн çĕршывра 1992 çулхи февралĕн 7-мĕшĕнче Раççей Федерацийĕн «Потребительсен прависене хÿтĕлесси çинчен» калакан саккунне йышăннă, унпа килĕшÿллĕн потребитель – ку вăл хăйĕн валли, çемйи валли, килĕнче усă курма тата предприниматель ĕçĕ-хĕлĕпе çыхăнман урăх тĕллевпе тавар (ĕç, пулăшу) илме, туянма кăмăл пур е заказ паракан, туянакан тата таварпа, пулăшупа усă куракан çын тесе палăртнă. Урăхла каласан, пиртен кашниех потребитель шутланать. Шел пулин те, потребителĕн прависем çинчен тата вĕсене мĕнле хÿтĕлемеллине пĕлменнине пула чылай чухне нумайăшĕ вĕсемпе туллин е пачах та усă курмасть.

Районти тĕп библиотекăн ача-пăча пайĕн сотрудникĕсем çамрăк ăрăва потребительсен прависем çинчен каласа ăнлантарас тĕллевпе В. Данилов адвокатпа пĕрле çак кунсенче «Ăслă потребитель е хăвна улталама ирĕк ан пар» темăпа хулари 3-мĕш вăтам шкулта 7-мĕш класра вĕренекенсемпе пĕрле ятарлă калаçу ирттерчĕç. Мероприяти вăхăтĕнче арçын ачасемпе хĕрачасем Пĕтĕм тĕнчери потребительсен прависене хÿтĕ-лемелли куна хăçан туса хуни, вĕсем мĕнле правасемпе усă курни тата харпăр хăй правине хÿтĕлес тесен мĕн тумалли çинчен нумай çĕннине пĕлме пултарчĕç. Владимир Георгиевич шкулта вĕренекенсене Раççей Федерацийĕн «Потребитель прависене хÿтĕлесси çинчен» саккунĕпе паллаштарчĕ, тавар туяннă е пулăшупа усă курнă чухне мĕнле документсем кирлĕ пуласси пирки пĕлтерчĕ. Унтан хăйĕн пурнăçĕнче пулса иртнĕ фактсене тĕпе хурса, вăл мĕнле тĕслĕхсенче граждансем адвокат патне потребительсен прависене хÿтĕлеме ыйтса пыни çинчен каласа пачĕ.

Тĕлпулăва асра хăварас тĕллевпе ачасем юлашкинчен «Эпĕ – ăслă потребитель» ятлă викторина ыйтăвĕсем çине хуравларĕç.

Е. ДАНИЛОВА.

Добавить комментарий

Последние комментарии

Архив материалов

Март 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
24 25 26 27 28 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

Праздники