Сцена çинче – Тĕмшер тăрăхĕн таланчĕсем

Категория: В РАЙОНЕ Опубликовано: 21.03.2025, 14:52 Просмотров: 503

DSC 7635

Йăлана кĕнĕ йĕркепе çак кунсенче муниципалитет округĕнче илемлĕ пултарулăх коллективĕсен смотр-отчечĕ пырать. Иртнĕ эрнекун Тĕмшерти территори пайĕн культура ĕçченĕсемпе юрлама, ташлама ăста çынсем черетлĕ концерт кăтартрĕç. Кăçал ăна пĕр харăсах икĕ паллă куна халалланă – Раççей Федерацийĕнче иртекен Çĕршыв хÿтĕлевçисен çулталăкне тата Чăваш Республикинчи Çĕнтерÿпе патриотизм çулталăкне.

Палăртма кăмăллă, 23 çынран тăракан пĕрлештернĕ хор чи малтанах «Çĕршывăм, савăн!» тата «Солнце скрылось за горою» юрăсене чăвашла тата вырăсла янăратрĕ. Юлашки хайлав Аслă Отечественнăй вăрçă çинчен çырнă чи лайăх юрăсенчен пĕри шутланать. Çитменнине тата смотр-отчет тематикине тĕпе хурса, илемлĕ пултарулăх ăстисем сцена çине ытларах салтак тумĕпе тухма тăрăшрĕç. Тĕмшерти «Девчата» (ертÿçи – Юлия Кузнецова), Варасăрти «Молодушки» (Лариса Мотова), Пилешкассинчи «Пилеш» ансамбльсем хаяр вăрçа аса илтерекен, ирсĕр тăшмана çапса аркатма чĕнекен юрăсене шăрантарнине халăх питĕ ырласа йышăнчĕ.

Смотр-отчет чăн-чăн уява аса илтерчĕ, унта хутшăнакан кашни çын хăйĕн талантне уçса пачĕ, тĕмшерсем те, варасăрсемпе пилешкассисем те хăйсен ялĕсенчи пултаруллă артистсен юрри-ташшине курса савăнма пултарчĕç. Пилешкасси клубне çÿрекен Надежда Варсонофьева «Снег седины» юрра юрланă чухне залра ларакансем хушшинче куçран юхса анакан куççуле никам сисмен хушăра шăлса илекенсем те пулчĕç. Надеждăпа Валентина Райхерт куракансене каярах тепĕр илемлĕ юрă – «Тăван кил ăшши» – парнелерĕç. Çавăн пекех калас пулать, çак тăрăхри ялсенче пурăнакансен культурăллă-массăллă мероприятисем йĕркеленĕ чухне хуткупăсçă, баянист шыраса аякка кайма кирлех мар, пултарулăх коллективĕсемпе нумай çулранпа Юрий Трифонов ăста аккомпаниатор ĕçлет.

Программăра юрăсемпе ташăсем, сăвăсем тата иккĕмĕш тĕнче вăрçипе çыхăннă сценкăсем чылай пулчĕç. Вĕсенчен пĕрне, «Асамлă курупка» ятлăскерне, Варасăр клубĕнчи жанрсем енĕпе ĕçлекен специалист Лариса Мотова ертсе пынипе хатĕрленĕ. Унта аманнă салтаксем каннă вăхăтра тăван килĕсене çырусем çырнине, пĕри вара ывăлĕ ыйтса янипе пĕчĕк курупкапа пăта хатĕрленине, ăна чĕри çумĕнче кĕсъере чиксе çÿренине, хăйĕн хуçине вăл вилĕмрен çăлса хăтарнине сăнарланă. Сценка «Салтак çырнă виç кĕтеслĕ çырусем» юрăпа вĕçленчĕ. Тĕрлĕ инструментсемпе калакан «Молодушки» ансамбле çÿрекенсем иккĕмĕш тĕнче вăрçи çÿлĕсенче уйрăмах анлă сарăлнă юрăсен кĕввисене те сцена çине кăларчĕç.

Смотр-отчета хутшăннă кашни çын питĕ тăрăшни курăнчĕ, залра ларакансем пултарулăх ăстисене нумайччен тăвăллăн алă çупса тав турĕç. Пилешкассинчи Константин Романовпа Тĕмшерти Культура çуртне çÿрекен Анастасия Степанова, Варасăрти Мария Мижакова иртнĕ вăрçă çулĕсене, пирĕн салтаксен паттăрлăхĕпе хăюлăхне халалланă тата тăван килĕсенче вĕсене чăтайми кĕтни çинчен çырнă сăвăсене чуна пырса тивмелле каласа пачĕç.

Концертра ташă композицийĕсем те сахал мар пулчĕç. Пилешкасси клубĕнчи «Пилеш» (ертÿçи – Наталия Герасимова) ансамбле çÿрекенсем «Синий платочек» юрă кĕввине тĕпе хурса илемлĕ ташă хатĕрленине палăртмалла. Вĕсемех «Улахра» музыкăпа фольклор композицийĕпе сцена çине тухрĕç. «Девчата» ансамбль вара «Московская кадриль» ташăпа савăнтарчĕ. Геннадий Мочаловпа Татьяна Филиппова, Варасăрта пурăнакансем, «Пропел гудок заводской» юрра пурне те килĕшмелле юрларĕç.

Финалта та пĕрлештернĕ хор халăхра анлă сарăлнă «Ты цвети, Россия» юрра питĕ илемлĕ шăрантарчĕ. Сăмах май каласан, паян, Раççейшĕн çăмăл мар вăхăтра, патриотизм сăмах уйрăмах пысăк пĕлтерĕш йышăнать. Çавăнпа çак юрăри йĕркесем кашни çын чун-чĕ- ринче пĕрре хумхантарса, тепре савăнтарса янăраççĕ: «Ман Раççейĕн çул-йĕрĕ тÿп-тÿрĕ, ман Раççейĕн куçĕсем кăн-кăвак. Эсĕ пурăн, Раççей, чечеклен эс, Раççей!»...

Концерт вĕçленеспе Тĕмшерти территори пайĕн ертÿçи Федор Яковлев культура ĕçченĕ- семпе илемлĕ пултарулăха хастар хутшăнакансене çакăн пек чаплă концерт лартса панăшăн ăшшăн тав турĕ. Вĕсем тăрăшса ĕçленипе ялта пурăнакансен пурнăçĕ те интереслĕ иртнине, кашни ялтах вăй çитнĕ таран ятарлă çар операцийĕнчи ентешĕсене пулăшма тăрăшнине, маскировка тетелĕсем çыхма çÿренине палăртрĕ.

Районти Культура çурчĕн илемлĕх ертÿçи Ирина Кашаева та смотр-отчета Тĕмшер тăрăхĕнче тăрăшса хатĕрленни, кашни юрă е ташă валли ятарласа илемлĕ тумсем çĕлетни çинчен каларĕ.

– Тĕмшерти Культура çуртне, Пилешкассипе Варасăр ялĕсенчи клубсене çÿрекенсем хăйсен пултарулăхĕпе халăха тăтăшах савăнтараççĕ, – терĕ вăл. – Ку хутĕнче те репетицисем сахал мар ирттерни сисĕнчĕ, çавăнпа концерт пĕр кăлтăксăр, çÿллĕ шайра иртрĕ.

Уйрăмах килĕшнĕ номерсене жюри членĕсем – Ирина Кашаевăпа районти Культура çурчĕн жанрсем енĕпе ĕçлекен специалисчĕ Анна Заказова – ятарлă çар операцине хутшăнакан ентешсене пулăшас тĕллевпе Варасăрта çывăх вăхăтра ирттерме палăртнă ятарлă марафон тата Çĕнтерÿ кунĕ валли суйласа илчĕç.

В. ВОРОБЬЕВА.

Добавить комментарий

Последние комментарии

Архив материалов

Март 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
24 25 26 27 28 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

Праздники