Хулари тĕп библиотека «Банк картти е алăри укçа» ятпа ятарлă буклет хатĕрлерĕ. Унта пластик карттăсем эпир алăра тытма хăнăхнă хут е тимĕр укçаран хăш енчен лайăхрах тата начартарах пулнине çырса кăтартнă.
Çак буклетпа паллашакансене укçа-тенкĕпе çыхăннă тÿлевсем вăхăтĕнче, апат-çимĕç е ытти тавар туяннă чухне пластик карттăпа усă курни меллĕрех пулни, тăкакланă суммăн пĕр пайне тавăрса пани (кэшбек) тата банксенчен хушма бонуссем илме май пурри çинчен каласа ăнлантарнă. Буклетра çавăн пекех карттăсене ултавçăсенчен хÿтĕ-лемелли майсем, вĕсене çухатас е кам та пулин вăрлас пулсан мĕн тумалли çинчен те вуласа пĕлме пулать. Кредитпа тата дебетпа çыхăннă укçа-тенкĕпе вырăнлă усă курас тесен мĕнле карттă суйласа илесси пирки те сăмах пырать.
Ку буклет банк сĕнекен карттăсене пуçласа алăра тытакансемшĕн те, вĕсемпе нумай çулранпа усă куракансемшĕн те интереслĕ пуласса шанатпăр.
Л. ЧЕДРИКОВА,
библиотекарь.
Март 2025 |