Куснарти вăтам шкулăн официаллă сайтĕнче пĕлтернĕ тăрăх, çĕнĕ эрне йăлана кĕнĕ йĕркепе Раççей Федерацийĕпе Чăваш Республикин ялавĕ-сене савăнăçлă лару-тăрура çĕкленипе тата вĕсен гимнĕсене юрланипе пуçланнă. Ун хыççăн кашни класрах «Крымпа Севастополь Раççейпе пĕрлешнĕ кун. «Артека – 100 çул» темăпа калаçусем иртнĕ.
Çак занятисен тĕп тĕллевĕ – Крымпа Севастополь Раççейпе пĕрлешнин историри пĕлтерĕшĕ тата ачасен «Артек» центрĕ наци пуянлăхĕ пулни çинчен вĕренекенсене каласа ăнлантарасси. Вĕсен вăхăтĕнче шкул ачисем хăйсен çĕршывĕн историне аса илнĕ, Крымпа Севастополь Раççейпе пĕрлешнин историри пĕлтерĕшне сÿтсе явнă, Пĕтĕм тĕнчери ачасен «Артек» лагерĕ, ăна хăçан уçни, унти йăла-йĕрке çинчен нумай çĕннине пĕлме пултарнă. Пуçламăш классенче вĕренекенсем «Как все начиналось?», «История и миссия Артека» ятлă видеороликсем курнă, 100 çул хушшинче «Артек» мĕнле аталанса пынине тата унта тытса пыракан йăла-йĕркесене пĕлме пултарнă.
Аслă классенче вĕренекенсене вара «Артекри» чи вăрăм смена çинчен каласа панă. Вăл 1941 çулхи июньте Крымра пуçланнă та 1945 çулта Алтайра вĕçленнĕ, лагере канма пынă шкул ачисене Аслă Отечественнăй вăрçă вăхăтĕнче шăпах çавăнта ăсатнă пулнă.
Март 2025 |