Куславккари 3-мĕш вăтам шкул коллективĕ «Ирхи апата – çăлтăрпа» регионти проекта малалла хутшăнать. Асăннă проект вĕренекенсем хушшинче апатланăва тĕрĕс йĕркелессипе çыхăннă.
Шкул ачисем патне ирхи апата ку хутĕнче район больницин тĕп врачĕ, Куславкка муниципалитет округĕн Обществăлла палатин членĕ Мария Александровна Макарова килчĕ. Апатланнă вăхăтра вĕренекенсем пысăк квалификациллĕ специалиста хăйсене хумхантаракан тĕрлĕ ыйтусене пама пултарчĕç. Калаçу, тĕпрен илсен, апатланăва тĕрĕс йĕркелесси, пахалăхлă апат-çимĕçе суйласа илесси, кун йĕркине пăхăнма, харпăр хăй гигиенин правилисене пурнăçлама кирли çинчен пычĕ.
Шкул ачисене ытларах çак ыйтусем интереслентерчĕç: «Мĕншĕн ирхине апатланмалла?», «Самăрланас мар тесен, мĕнле апат-çимĕç ытларах çимелле?», «Гстрит мĕнле пуçланать?», «Кунне пĕр хутчен те пулин яшка çимеллех тени тĕрĕс-и?».
Çак ыйтусем çине район больницин тĕп врачĕ Марина Макарова туллин хуравларĕ. Вĕренекенсем вара калаçу вăхăтĕнче шкулта хăйсене тутлă çитернине палăртса хăварчĕç.
Д. ВИНОКУРОВА,
шкул директорĕн воспитани енĕпе ĕçлекен заместителĕ.
Март 2025 |