Сывлăхран хакли çук

Категория: В РАЙОНЕ Опубликовано: 28.03.2025, 14:08 Просмотров: 219

Сывлăха сыхлассине аталантарас ĕçри чи пысăк пĕлтерĕшлĕ утăмсенчен пĕри ялсенче тата вĕсенчен инçех мар вырăнта хальхи вăхăтпа килĕшсе тăракан модуллĕ фельдшерпа акушер пункчĕсем тăвасси пулса тăрать. «Вăрăм ĕмĕрлĕ тата пуçаруллă пурнăç» наци проектне пурнăçа кĕртни шăпах çапла тума май парать те.

Пилешкассинчи ФАПра çак ялта пурăнакан 132 çын сывлăхне тĕрĕслесе тăраççĕ, медицина пулăшăвĕ ыйтма кунта кунсерен 4-5 пациент пырать. 2024 çулта фельдшерпа акушер пунктĕнче 277 çынна кирлĕ пулăшу панă.

Пĕлтĕрхи майăн 5-мĕшĕнчен пуçласа «Земство фельдшерĕ» программăпа килĕшÿллĕн Пилешкасси ФАПĕн заведующийĕ пулса Наталья Михайлова фельдшер ĕçлет. «Пилешкассинче тивĕçлĕ канури тата ватă çынсем ытларах пурăннăран вĕсене районти тĕп больницăна пырса çÿреме самаях йывăр. Çавăнпа пирĕн фельдшерпа акушер пункчĕ нумайăшĕшĕн пĕр-пĕринпе тĕл пулса калаçмалли вырăн та пулса тăрать», – тет Наталья Михайлова.

ФАПри пÿлĕмсем çутă та хăтлă, пур çĕрте те хальхи вăхăтри медицина оборудованийĕ вырнаçтарнă. Кунта диспансеризаци иртме те, уколсем тутарма та, кирлĕ анализсем пама тата электрокардиограмма тума та пулать. Чирлĕ çынсене районти поликлиникăна ăсатас тесен служба автомобилĕпе усă кураççĕ, фельдшер телемедицина майĕпе тĕп больницăри тухтăрсемпе-специалистсемпе консультаци ирттерме пултарать. Маммографи (кăкăр парне рентгенпа ÿкерсе тĕрĕслени) ирттерме фельдшерпа акушер пункчĕн территорине çулталăкра темиçе хутчен куçса çÿрекен медицина комплексĕ килсе каять.

Аса илтеретпĕр, кăçал пуçарса янă «Вăрăм ĕмĕрлĕ тата пуçаруллă пурнăç» наци проекчĕн тĕп тĕллевĕсенчен пĕри халăхăн пурнăç шайне ÿстересси, медицина пулăшăвĕн пахалăхне лайăхлатасси, вилĕм патне илсе çитерекен чир-чĕре хирĕç кĕрешесси пулса тăрать.

Р. КОВАЛЕВА.

Добавить комментарий

Последние комментарии

Архив материалов

Апрель 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
31 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 1 2 3 4

Праздники