Чăваш Ен вăрçă çулĕсенче

Категория: В РАЙОНЕ Опубликовано: 28.03.2025, 14:09 Просмотров: 252

eebef802 b4d9 49fc 8ea3 f59888d48fbe md

Раççейре кăçал Тăван çĕршыв хÿтĕлевçисен, пирĕн республикăра вара Çĕнтерÿпе патриотизм çулталăкĕ иртет. Çавна шута илсе, Тĕрлемесри вăтам шкулта 5-мĕш класра вĕренекенсем хушшинче «Вăрçă: Чăваш Ен 1941-1945 çулсенче» ятпа литература сехечĕ йĕркелерĕмĕр.

Арçын ачасемпе хĕрачасем библиотекарь каласа панинчен çак тăватă çулта Чăваш Республикинчен 208 пин ытла çын фронта тухса кайни çинчен пĕлчĕç. Чăваш Енре темиçе стрелковăй дивизи туса хунă, 75 пин ытла çар çынни вĕрентсе хатĕрленĕ, 17 эвакогоспиталь ĕçленĕ, республикăри 171 пин ытла ĕçчен Сăрпа Хусан çывăхĕнче хÿтĕлев чиккисем тума хутшăннă.

Ачасем тылра паттăрлăх кăтартнă çынсем çинчен çырнă кĕнекесемпе, иртнĕ вăрçăпа çыхăннă документсемпе интересленсе паллашрĕç, хÿтĕлев чиккисене тума хутшăннă çынсен асаилĕвĕсене вуларĕç. Вĕсем çавăн пекех фронтра пулнă чăваш писателĕсен кĕнекисене те тишкерсе тухрĕç.

Е. БЕЛОВА,

Тĕрлемесри вăтам шкул библиотекарĕ.

Добавить комментарий

Последние комментарии

Архив материалов

Апрель 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
31 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 1 2 3 4

Праздники