Юрлама та, ташлама та ăста

Категория: В РАЙОНЕ Опубликовано: 28.03.2025, 14:13 Просмотров: 221

DSC 7846

Йăлана кĕнĕ йĕркепе пирĕн округра кашни çулах илмлĕ пултарулăх ĕçченĕсен смотр-отчечĕ иртет. Унăн тĕп теми çулсерен улшăнать. Кăçал, тĕслĕхрен, пултарулăх ĕçченĕсем смотр-отчета Чăваш Республикинчи Çĕнтерÿпе патриотизм çулталăкне, Раççей Федерацийĕнчи Çĕршыв хÿтĕлевçин çулталăкне халаллаççĕ.

Иртнĕ эрнекун графикпа килĕшÿллĕн Кунерти культура ĕçченĕсем тата юрлама, ташлама юратакансем ентешĕсене хăйсен пултарлăхĕпе паллаштарчĕç. Кунерсем пирки сăмах хускатсан, чылайăшĕ хамăр округра тата республикăра та паллă «Сударушка» ансамбле аса илет. Ун хыççăн çак коллектива Ырашпулăхĕнчи, Çăкалăхри культура ĕçченĕсем те илем кÿни пирки калаçаççĕ. Ку хутĕнче те çаплах пулчĕ. Концерт пĕрлештернĕ хор пурте пĕлекен «Широка страна моя родная», «Катюша» юрăсене хăватлăн янăратнипе пуçланчĕ. Унтан Ырашпулăхĕнчи «Хунав» ушкăн «Йывăр пулнă, анчах çĕнтернĕ» композиципе сцена çине тухрĕ. Вĕсем иккĕмĕш тĕнче вăрçи тин çеç шкул пĕтернĕ çамрăксен ĕмĕчĕсене татнине, каччăсемпе хĕрсем пĕр шухăшлăн фронта тухса кайнине, ватăсемпе ачасем вĕсене кĕтме юлнине сăнарласа пачĕç.

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçипе çыхăннă номерсем программăра татах та пулчĕç. Кунерти вăтам шкулта 4-мĕш класра вĕренекенсем Лариса Сергеева хатĕрленипе «Çĕнтерÿ кунĕ ячĕпе!» литературăпа музыка композицийĕ кăтартрĕç. Кун пирки сăмахпа калани çеç çителĕксĕр, арçын ачасемпе хĕрачасем янăратнă сăвăсем залра ларакансен чун-чĕ рине пырса тиврĕç, вĕсен илемлĕ хусканăвĕсем тыткăна илчĕç.

Кунерти Культура çуртне çÿрекенсем юрлама та, ташлама та ăста пулнине çав каç питĕ лайăх кăтартса пачĕç. Майлă самантпа усă курса, «Память» сăвва пăхмасăр каланă Зоя Казаринăна, Милана Серебряковăпа Акилина Юмановăна, Нина Ахмедовăна, Дашăпа Соня Сорокинасене, Максим Сергеева палăртса хăварасшăн.Çавăн пекех Ксения Юманова сцена çине тухма хатĕрленĕ вырăнти ача садне çÿрекен шăпăрлансене те уйрăммăн асăнмалла. Вĕсен «Встанем» тата «Солншко в ладошках» номерĕсем куракансене питĕ килĕшрĕç. Вырăнти шкулта 9-мĕш класра вĕренекенсем Виктория Федорова, Денис Иванов гитара каласа, юрласа савăнтарчĕç (ÿкерчĕк çинче). Ксения Юмановăпа Наталья Серебрякова «Одного» юрра илемлĕ шăрантарчĕç. Вырăнти çăлтăр Яков Федоров хатĕрленипе «Сударушка» ансамбль темиçе юрă парнелерĕ хăйĕн ентешĕсене. Вĕсемех Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинчен таврăнайман çынсене халалласа «Журавли» ташă ташларĕç (ÿкерчĕк çинче). Ачасен «Ложкари» ансамбльне те мухтамалла. Пĕр сăмахпа каласан, мĕнпур номер асра юлмалла иртрĕ, кунерсем концерт кăтартма чылай хатĕрленни палăрчĕ.

Концерт вĕçленсен жюри председателĕ, Куславкка муниципалитет округĕн администрацийĕн культура, спорт, социаллă аталану тата архив ĕçĕн начальникĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Светлана Матанова пултарулăх ĕçченĕсене çакăн пек чаплă уяв парнеленĕ ятпа ăшшăн тав турĕ. Вăл культурăра илемлĕ пултарулăх чăннипех те пысăк вырăн йышăнни çинчен каларĕ. Кунерти территори пайĕнче пултаруллă, талантлă çынсем ĕçлесе пурăннине, ятарлă çар операцийĕнчи ентешсене пулăшма маскировка тетелĕсем çыхнипе пĕрлех вĕсем ял пурнăçне те хастар хутшăннине палăртса хăварчĕ.

В. ВОРОБЬЕВА.

Добавить комментарий

Последние комментарии

Архив материалов

Март 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
24 25 26 27 28 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

Праздники